Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Парксен маршĕ

Çулсерен "Парксен маршĕ" акци иртет. Ăна тăван тавралăха упрама, юратма вĕрентес тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Çак мероприятие пурте хастар хутшăнаççĕ. Шкул ачисем, ача сачĕсене çÿрекен шăпăрлансем фестивале килсе хăйсен пултарулăхне, пуçарулăхне кăтартаççĕ.

Кăçал та "Парксен маршĕнче" Шăмăршă кĕрлесе кăна тăчĕ. Вун-вун ача хăмпăсемпе чечексем, лозунгсемпе юрăсем юрласа, сăвăсем каласа урамсемпе иртрĕç. Хăйсен савăк кăмăлне иртен-çÿрене парнелерĕç.

Малаллахи ĕç-пуç культура керменĕ умĕнче пулчĕ. Çут çанталăк тусĕсене "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн директорĕ Ю.Татарских саламларĕ. Уява килнисем – Шупашкарти çамрăк экологсен дружинин членĕсем, Шăмăршă шкулĕн волонтерĕсем, Патăрьелпе Çĕрпÿ, Тутарстанри Çĕпрел районĕсенчи, районти шкулсемпе ача сачĕсен хастарĕсем – мольберн тата асфальт çине ÿкерчĕксем ÿкерчĕç, тăван тавралăх илемне сăнларĕç. Тĕрлĕ конкурс-викторина та ачасене хавхалантарчĕ. Юрă-кĕвĕсĕр те иртмерĕ фестиваль. Маттур та пултаруллăскерсем юрăсем шăрантарчĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç. Шăмăршăри ачасен ÿнер шкулĕнче вĕренекенсен, "Фламингăпа" "Антонина" ташă ушкăнĕсене çÿрекенсен "Юрă-кĕвĕпе çуркунне килет" концерчĕ те пурин кăмăлне те кайрĕ.

Фестивальте палăрнисене Дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 мая 2013
16:47
Поделиться