Центр пулăшнипе
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта паянхи кун тĕлне ĕçсĕр юлнă 51 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 27-шĕ – хăйсен ирĕкĕпе заявлени çырса ĕçрен тухнисем, 9-шĕ – штата чакарнипе ĕç вырăнĕсĕр юлнисем. Центрта ĕçсĕррисем тесе регистрациленĕ граждансенчен 37-шĕ – хĕрарăмсем, 13-шĕ – 29 çул таранчченхи çамрăксем, 2-шĕ – инвалидсем.
Пирĕн центр пулăшнипе çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 276 çын ĕç тупнă, вĕсенчен 81-шĕ яланхи ĕçе вырнаçнă. Ĕç паракансем 161 ĕç вырăнĕ пурри пирки пĕлтернĕ. Вĕсен 86 проценчĕ – рабочи специальноçĕсем.
Ĕçсĕр юлнă граждансене, уйрăмах рабочи специальноçĕпе ĕçлеме кăмăл тăвакансене, пирĕн центра килме сĕнетпĕр. Эпир сире май килнĕ таран пулăшма тăрăшăпăр.
С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.