Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Инвалидсем фестивале хутшăннă

Кăçал «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин» Чăваш Республикинчи организацийĕ 25 çул тултарнине халалласа апрелĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта талантлă инвалидсене тупса палăртас тĕллевпе «Пĕрле эпир ытла пултаратпăр!» фестиваль иртнĕ.

Пирĕн районти Пуянкасси ялĕнчи Валериан Акимов та асăннă фестивале хутшăннă. Хăйĕн пултарулăхне соло-вокал номинацире кăтартнă. А. Герман репертуарĕнчи «Эхо любви» юрă юрласа Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Валериана саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

А. ФЕДОТОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 апреля 2013
16:43
Поделиться