Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă
ВАСАНТИ вăтам шкула пĕтерсен Николай Кузнецов Канашри ДОСААФ шкулĕнче шофер профессине алла илнĕ. Çав çулах ăна Совет Çарне службăна илнĕ. Малтанласа Прикарпатский çар округне кĕрекен Брянск облаçĕнчи çар чаçĕ çумĕнчи вĕрентÿ центрĕнче пĕлÿне ÿстернĕ вăл.
Хăйĕн çар тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçланине, хăватлă техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерсе хуть хăш вăхăтра та рейса тухма хатĕр пулнине командирсем те çийĕнчех асăрханă, çамрăк та пултаруллă чăваш каччине автомобильсен ротинче отделени командирĕ пулма çи- рĕплетнĕ.
Шăпах Коля службăра тăнă вăхăтра Украина çĕрĕ çинчи Чернобыльти атомлă электростанцире хăрушă авари пулса иртнĕ. Çар командованийĕ çийĕнчех çак катастрофа хыççăнхи пулăмсене пĕтерме васканă. Ытти хăюллă салтаксемпе пĕрлех Николай Кузнецовăн та Чернобыле çитсе çар тивĕçне пурнăçлама тивнĕ. 1987 çулхи май уйăхĕнче 9 кун хушши Н.Кузнецов вăйлă радиаци тухса тăракан хăрушă вырăнта службăра пулнă хыççăн хăйĕн тăван полкне таврăннă. Гварди аслă сержант званийĕ панă хыççăн ăна взвод командирĕн заместителĕ пулма çи- рĕплетнĕ. Паллах, хăйĕн сывлăхне радиаци лексе сиен кÿнине те лайăх ăнланнă çамрăк салтак, çапах та хăраса ÿкмен, хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă.
Салтакран таврăнсан Николай Петрович пĕр вăхăт районти прокуратурăра водитель пулса ĕçленĕ (çакăн хыççăн ăна ялта «прокурор Коля» тесе хисеплеççĕ). Каярах вăл «Гвардеец» совхозра водитель-крановщик пулса тăрăшнă. Çапах та Чернобыльте пулни Николай Петровичăн сывлăхне самаях хавшатса хăварнă, халĕ вăл çар инваличĕсен шутĕнче тăрать. Паллах, ялти çыннăн инвалид пособийĕ- пе кăна пурăнма май çук, йывăр пулсан та, Мускаври стройкăсене ĕçлеме кайса çÿрет вăл.
Николай Петровичăн кăкăрне паян асăну медалĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2011 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшуллĕн Чернобыльти АЭСри катастрофа хыççăнхи инкексене пĕтернĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» 2 степеньлĕ орден медалĕ те илем кÿрет.
Г. ЛАРШНИКОВ.