Тăван чĕлхе – чи илемли
ХĂЙ халăхне чунтан юратакан çын кăна яланах унăн йăли-йĕркине, чĕлхине манмасть. Ăна татах та аталантарма тăрăшать. Хамăрăн ытарайми çепĕç те янăравлă чăваш чĕлхинчен ăçта кайсан та вăтанмасть. Асатте-асанне, атте-анне вĕрентнĕ юмахсене, халапсене, юрласа кăтартнă юрă-такмаксене яланах асра тытать. Вĕсене малашнехи ăрăва каласа парать.
Анчах чăвашлăха тытса пымалла тесе чан çапатпăр пулсан та, хăш-пĕрин пайне йыхравлă, чĕнÿллĕ сăмахсем çитеймеççĕ. Е ун пеккисемшĕн хамăрăн тăван чĕлхе, йăла-йĕрке ытарлă мар-шим; Пулма пултарать.
Тĕслĕх вырăнне вара, акă мĕн илсе кăтартас килет. Чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен аслă пĕлÿ илсе тухнă хăш-пĕр çынсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене вырăсла вĕрентме тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕр ялтан Шăмăрша килсе тĕпленнисем те çаплах хăтланаççĕ. Ăнланма пулĕ-ха, енчен те мăшăрĕ урăх наци çынни пулсан. Анчах чăваш çăкăрне çисе, шывне ĕçсе çитĕннисемех хăйсен ячĕсене яраççĕ. Çакнашкаллисем ытла мĕскĕннĕн курăнаççĕ. Тепĕр чухне тата пĕр-пĕр учреждение, предприятие кĕрсен чăваш çынни чăвашла ыйтусем çине вырăсла хуравласа ларни лĕклентерет. Енчен те чăваш чĕлхипе калаçма хамăр Шăмăршăрах вăтанатпăр пулсан, хулари пирки шавлас та килмест. Хула енне чуптаракан автобус çине ларсанах, хамăрăн ытарайми çепĕç чĕлхемĕре манса кайни пирки пĕрре те иккĕлентермест.
Чăваш çĕрĕнче ÿснĕ, пурăннă чухне хамăртан култарас марччĕ, пĕлнĕ-пĕлмен чĕлхепе калаçса ята ярас марччĕ.
Пĕтме парас марччĕ хамăрăн «шур акăш евĕр çемçе», янăравлă чĕлхене. Хамăр калаçакан чĕлхене упраса хăвараймасан, ăна аталантарса пыраймасан эпир мĕскĕнрен те мĕскĕн çынсем пулса юлăпăр. Çакăншăн пурин те тăрăшмалла: манăн та, санăн та, теприн те.