Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă шкулĕн команди – пĕрремĕш

«ПРЕЗИДЕНТ спорт вăййисем» кăçалхипе виççĕмĕш хут иртеççĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче урамри баскетбол вăййисенче, çăмăл атлетикăра, ишессинче вăйлисене тупса палăртас енĕпе «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăмăртусем пулнă.

Кунта çĕнтерекенсем район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Шел, Анат Чаткас, Пуянкасси, Патирек шкулĕсем ăмăртусене хутшăнман.

Баскетболла чи лайăх вылякансем Пăчăрлă Пашьелсем, вĕсем – пĕрремĕш, Шăмăршăсем – иккĕмĕш, Палтиелсем – виççĕмĕш. Çăмăл атлетикăра çĕнтерÿ Палтиелсенче пулнă, Карапай Шăмăршăсемпе Пăчăрлă Пашьелсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ишессипе Шăмăршăсем мала тухнă, вĕсем хыççăн Карапай Шăмăршăсемпе Васансем.

Ăмăртусене пĕтĕмлетсен Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен команди пĕрремĕш вырăна тухнă. Вĕсем Патăрьелĕнче район чысне хÿтĕлĕç.

М.ЮРЬЕВ

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 апреля 2013
13:19
Поделиться