Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фестиваль иртнĕ

РАÇÇЕЙРИ çут çанталăка сыхлас центр пуçарăвĕпе 1995 çултанпа Украинăпа Беларусире тата Вăтам Азин патша-лăхĕсенче кашни çулах çут çанталăка юратас тата упраса хăварас тĕллевпе халăхсем хушшинче «Парксен маршĕ» акци иртет.

Акци кăçал, апрелĕн 20-мĕшĕнче, Шупашкар хулинчи А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен паркра иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн «Экоцвет» пултарулăх тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн «Вăрман хуралçисем» ушкăнĕсем хастар хутшăннă. Вĕсемсĕр пуçне унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 15-е яхăн ушкăн пулнă.

Фестиваль экологи уявĕ евĕр иртнĕ. Пуринчен те матуррисем, пуçаруллисем пирĕн район ачисем пулнă. Пĕрремĕш вырăна Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Вăрман хуралçисем», иккĕмĕш – «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн «Экоцвет» ушкăнĕсем тивĕçнĕ.

Наци паркĕ тĕнчери «Парксен маршне» кашни çулах ирттерет. Кăçал вăл апрелĕн 26-мĕшĕнче иртет. Сире пурне те Шăмăршăри культура керменĕ умĕнчи лаптăкра иртекен фестивале чĕнетпĕр. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕрен мастер-классене хутшăнма пултараççĕ.

Курма килнисене ра- йонти ташă коллективĕ-семпе искусство шкулĕн ачисем юрă-ташăпа савăнтарĕç.

 

С. ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн методисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 апреля 2013
13:17
Поделиться