Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕрлĕ енлĕ пулăшу

Хальхи вăхăтра районти ялсенче ачаран инвалид пулса ÿсекенсем – çитмĕл улттăн. Уйăхсерен пенсипе, укçа тÿ- левĕсемпе тивĕçтерсе тăнисĕр пуçне, вĕсене патшалăх ытти тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çăмăллăхĕсем – çемьешĕн сисĕмлĕ пулăшу (çемьери кашни çын пуçне – 736-шар тенкĕ).

Сывлăх тĕлĕшпе уйрăмах хавшакрах инвалид ачасем, медицина комиссийĕ витĕр тухса врачсем çырса панă справкăпа килĕшÿллĕн, районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă санаторие тÿлевсĕрех сипленме каяççĕ. Сăмахран, 2012 çулта çакнашкал пĕр ача Сочири санаторире 18 кун хушши хăйĕн сывлăхне çирĕплетрĕ. Унпа пĕрле, ачине пулăшу парса тăма, ашшĕ те пулчĕ. Вĕсен çул укçийĕн тăкакĕсене пĕтĕмпех социаллă хÿтлĕх пайĕ саплаштарнă. Хальхи вăхăтра санаторие кайма черетре тăракансем татах та пур. Инвалид-ачасене сипленме каяссинче малашне те чăрмав пулмĕ.

Кунашкал ачасене вăл е ку хулари больницăна операцие илсе кайсан та çул укçишĕн тÿлемелле мар. Пĕлтĕр пĕр ача операцире пулнă.

6-15 çулти сусăр ачасене республикăри сывлăха çирĕплетекен ача-пăча лагерĕсене те яратпăр. Пĕлтĕр пĕр ача «Салют» лагерьте – вăл Шупашкар çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта, Атăл хĕрринче вырнаçнă – тÿлевсĕрех канса килчĕ.

Инвалид ачасене, врачсем çырса панă медицина кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, социаллă пулăшу центрĕ реабилитаци хатĕрĕсемпе пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăраççĕ. Мария Воробьева çамрăк специалист çакнашкал хатĕрсем илме малтанах заявкăсем парса хурать. Кресло-урапасене, кресло-сĕтелсене, костыльсене, вырăн таврашĕсене, ытти япаласене заявкăсем тăрăх вăхăтра кÿрсе тăраççĕ, тивĕçлисем вĕсене çийĕнчех илеççĕ.

Инвалид ачасемпе çыхăннă хăть мĕнле ыйтăва та çийĕнчех пăхса тухса кирлĕ мерăсем йышăнма, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшатпăр.

Н.ФЕДОРОВА, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2013
14:23
Поделиться