Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллă тухтăр

РАЙОНТИ тĕп больницăри вăл е ку уйрăмра пĕр улшăнми чылай çул вăй хуракан медицина ĕçченĕсем чылай. Вĕсенчен пĕри – А.Семенова врач-фтизиатр.

Унăн сиплев ĕçĕнчи биографийĕ 1998 çулта пуçланнă. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн «Сиплев ĕçĕ» уйрăмне пĕтернĕ выпускница районти тĕп больницăна участок врачĕ пулса ĕçлеме килнĕ. Килĕрен çÿресе сахал мар çынна сипленĕ Алевтина Ивановна. 11 çул ытла ĕнтĕ тухтăр районти больницăра врач-фтизиатр пулса вăй хурать, туберкулезпа чирлекен çынсене сиплет.

«Алевтина Ивановнăпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн эпĕ савăнатăп, унпа пĕрле чухне тĕксĕм кунсем те уяр туйăнаççĕ», – тет кăмăллăн пĕрле ĕçлекен медицина сестри Людмила Старая. Район çыннисем те врач-фтизиатр пирки ырă сăмахсем кăна калаççĕ.

Алевтина Ивановнăн хĕрĕ Диана та ун пурнăçне илем кÿрсе тăрать, яланах ывăнмасăр ĕçлеме вăй–хăват парать. Амăшне кÿрентерес мар тесе шкулта лайăх вĕренет вăл, тĕрлĕрен конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать. Республика шайĕнче иртекен конкурссенче те унăн çитĕнĕвесем сисĕмлĕ. «Эпĕ хамăн аннепе мухтанатăп, мăнаçланатăп. Вăл тĕнчере чи лайăххи, эпĕ ăна юрататăп», – тет амăшĕ пирки Диана.

Вăхăт малаллах шăвать. Алевтина Ивановнăн тухтăр ĕçне пуçланăранпа 15 çул çитрĕ ĕнтĕ.

А.Семенована пурте хисеплеççĕ: ĕçтешĕсем, ял-йыш, пациентсем... Çакă мар-и вара чăн-чăн телей;

Пултаруллă тухтăра ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр. Унăн пичĕ çинчен нихăçан та йăл кулă ан кайтăр.

А.Ларшникова.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2013
14:22
Поделиться