Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашлатăр вăрман, ĕрчетĕр чĕр чун!

Ку вăрман пысăк мар. Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал ялĕсен таврашĕнче. Ăна Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн Çĕнĕ Чукал лесничестви пăхса тăрать.

 

Сивĕ çăл куç çĕр айĕнчен юхса тухать те пĕчĕк юхан шыв пулса çак вăрманпа Çĕнĕ Чукал хирне чикĕлет, яла çурмалла пайласа малалла васкать. Шывĕ сивĕ те таса. Пулмантăш юхан шывĕ ытти çăл куçпа тулса Пасна юхан шывĕпе юпленет.

20-30 çул каялла ку вăрманта кĕтÿ кĕтеттĕмĕр. Кÿршĕ ялсем те кĕтĕве унтах çÿретчĕç. Йывăç- тĕме, курăка таптаттаратчĕç, кăмпа-çырлана ваттаратчĕç. Халĕ кунта кăмпаçăсемпе çырлаçăсем хутран-ситрен çеç тĕл пулаççĕ. Вăрманта манăн ура пусман вырăн юлман. Унта кăмпа-çырла пухма çÿретĕп, мăйăр тататăп. Шурă кăрăç, хыр тата тунката кăмпи лайăх çитĕ-нет. Ача чухне вăрманта сунар кайăкне тĕл пулман. Те кĕтÿ çÿренĕрен, те вăрмана каснăран; Сăлтавне калаймастăп. Унтанпа ÿкерчĕк улшăнчĕ. Пĕррехинче мăшăрăма хăмла çырли татма илсе кайрăм. Пĕр тĕм айĕнчен карăк вĕçсе тухрĕ те çывăхри прачак çине ларчĕ. Юлашкинчен çÿлелле вĕçсе йывăç çине хăпарчĕ. Тинех ăнлантăм: чĕпписем кунта пытаннă. Вĕсене хăтарас тĕллевпе пире улталама хăтланчĕ. «Айтăр, урăх вырăна куçар, – терĕм. – Пăхтăр, ÿстертĕр «пепкисене».

Çак çырлăхран инçех мар – 100 çултан иртнĕ хырлăх. Çуркунне, тул çуталнă вăхăтра, ку вырăнтан иртме тиврĕ. Пăхатăп: карăк автанĕсем, юнланса пĕтнĕскерсем, пĕр-пĕринпе тытăçаççĕ. Çĕр çине выртрăм. Сăнатăп. Чăтаймарăм, тăтăм та вĕсем патне çывхартăм. Иккĕшĕ таçта вĕçсе кайрĕç. Кунта вĕсен туй вырăнĕ иккен. Çак вăрманта пăчăрсене те пĕрре çеç мар курнă. 15-20 çул каялла вĕсемпе пĕр лаптăкра çеç тĕл пулаттăм. Юлашки çулсенче вара самай пысăк вырăна сарăлчĕç.

Сивĕ çăл патĕнчи хурăнсемпе ăвăссем çине ăсансем вĕçсе хăпараççĕ. Пĕчĕк уçланкăри çереме хир сыснисем ватаççĕ. Вĕсем валли апат тулăх: юман йĕкелĕ, мăйăр... Пăши ял хĕррипе чупса каçнине те курнă. Апла пулсан чĕр чунсем ĕрчеççĕ. Пуянлантăр вăрман!

В.ИВАНОВ-КĂРĂК.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2013
14:17
Поделиться