Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чечексем ан шанччĕр – ÿсчĕр

Чĕрĕ чечексем – вăхăтлăх. Вĕсене татса илсен темиçе кун усран та – кăларса пăрахма тивет. Тепĕр чух вара ху аллупа тĕрлĕ-рен материалтан хатĕрленĕ «чечексем» – чĕррисенчен пĕрре те кая мар: темиçешер çул чиперех упранаççĕ, куçа савăнтараççĕ.

Мĕн тесен те, чĕрĕ илеме упрамаллах. Ку тĕлĕшпе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ те пысăк ĕç тăвать. Хальхи вăхăтра кунта «Нихăçан та шанми чечексем» выставка ĕçлет. Унта çут çанталăк тусĕсен вуншар ĕçĕпе паллашма май пур. Ачасем кашни "чечекех" хăйсене майлă ăсталама тăрăшнă – пĕр пеклĕх çук. Хăшĕсене вара чăннисенчен тÿрех уйăрса та илеймĕн – мĕншĕн татнă-ши тесе шеллес те килет. Экспонатсен шучĕ вара ÿссех пырать. Камăн кăмăл пур – килсе курма пултаратăр.

С.ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн методисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 апреля 2013
14:20
Поделиться