Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем – малти вырăнсенче

Çĕнĕ Шупашкарта дзюдо енĕпе Чăваш Республикин турнирĕ иртнĕ. Унта 2001-2002 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем хутшăннă.

«Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешÿ мелĕсене хăнăхакан маттур хĕрачасем турнирта çитĕнÿ-семпе савăнтарнă. 40 килограма çитичченхи йывăрăш виçинче Кристина Чебан çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. 36 килограма çитичченхи йывăрăш виçинче Алсу Федорова кĕмĕл медаль хуçи пулса тăнă.

Çак маттур хĕрачасем ытти чухне те малтисен ретĕнче. Вĕсем кунран-кун çитĕнÿ картлашкисем тăрăх çÿлелле хăпараççĕ.

А.ИЧАНКИН, «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 апреля 2013
14:12
Поделиться