Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Музейра – курав

Васанти халăх тавра пĕлÿ музейĕнче черетлĕ курав уçăлнă. Ăна хальхинче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тухнă алăпа çырса хатĕрленĕ стена хаçачĕсенчен йĕркеленĕ.

Кураври хаçатсенче ял Канашĕн тата «Гвардеец» совхозăн ĕçĕ-хĕлне мĕнлерех çутатса пынипе паллашма пулать. Кăларăмсем уйăхне пĕр хутчен тухса пынă, редакторĕ ял Канаш председателĕ Д.И.Чеменев пулнă, редколлегинче – Е.Иванова бухгалтерпа, ялти клуб ертÿçи В.В.Урмаева.

Музейри курав майăн 5-мĕшĕччен ĕçлет.

Г.ЛАРШНИКОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 апреля 2013
14:12
Поделиться