Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Техникăна чунтан парăнсан

ФЕДОР АЛЕКСАНДРОВИЧ теççe aна ялта хисеплесе. Вaл вара ял-йыш хисепне чaннипех тивeçлe. Хaйeн eмeрне техникaпа çыхaнтарнa çыншaн çакaнтан сумли çук та пулe.

Виçпÿрт Шaмaршaра çуралса ÿснe Ф.Юманов, пурнaç çулне те çакaнтанах пуçланa. Ялти шкултан Мухтав грамотипе вeренсе тухсан çамрaк 1943 çулта Шaмaршaри МТСри трактористсен курсне вeренме кeнe. Пилeк арçын ачапа çирeм сакaр хeр ача механизатор aсталaхне алла илнe кунта. Ун чухнех Федя техникaна юратнипе палaрса тaнa, пeтeм вaрттaнлaха алла илме тaрaшнa.

Вaрça вaхaтeнчи тата ун хыççaнхи çулсенче çамрaксен "хурça ут" çине ларасси пысaк eмeт пулнa. Тин çеç тракторист удостоверенине илнe йeкeте Т2 – Г трактор шанса панa. Çамрaк çакaн хыççaн пeтeмпех техника тыткaнне лекнe.

1947 çулта, газогенераторлa трактор килсен, aна кама шанса парасси пирки иккeленÿ пулман: Ф.Юмановран шанчaклa çын çук. 1949 çулчченех, салтака кайичченех, руль умeнче пулнa вaл. Çар тумне тaхaнсан Виçпÿрт Шaмaршa йeкeтне танкист пулма шaпа тухнa.

Киле таврaнсан eнерхи сержант каллех техника паркне васканa, малтанласа НАТИ, кайран ДТ-54 "хурça утсене" "йeвенленe".

1956-1957 çулсенче Федор Александрович "Искра" колхозра вaй хунa, унтан – Карапай Шaмaршaра, Ворошилов ячeллe хуçалaхра. Юлашкинчен aна шaпа "Заря" колхоза илсе çитернe. Опытлa механизатор хальхинче механик лавне туртма тытaннa. Юлашки çулсенче, тивeçлe канaва кайиччен, Федор

Юманов "Правда" колхозра мастер-наладчик пулса eçленe.

Рационализатор aсталaхeпе те палaрса тaрать Федор Александрович. Темиçе çул каялла вaл килeнче хaйeн вaйeпех трактор пуçтарма та мехел çитернeччe.

85 çул тултаракан eç ветеранe, ялти хисеплe çын халe те техникaран уйрaласшaн мар, çамрaк механизаторсене eçе юратма хaнaхтарать, усaллa канаш-сeнÿсем парать.

П.ПАДИАРОВ. Виçпÿрт Шaмaршa ялe.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 апреля 2013
10:39
Поделиться