Вĕренÿре те, спортра та малта
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренÿре те, спортра та пысăк çитĕнÿсем туса пыракан вĕренекенсем нумаййăн вĕренеççĕ. Вĕсем районта, республикăра иртекен олимпиадăсенче, конференцисенче, ăмăртусенче палăраççĕ, çĕнтерÿçĕсем е лауреатсем пулса тăраççĕ.
11 класра вĕренекен Дмитрий Смирнов пур енлĕн аталанса пыма тăрăшать. Вăл шкулти ачасен «Пĕрле» обществăлла пĕрлешĕвĕн лидерĕ. Ăна кунта юлашки çулсенче спорт секторне ертсе пыма шаннă. Вăл тăрăшнипе пĕрле- шÿри ачасем спорт енĕпе самаях пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă.
Дима хăй те спортпа питĕ туслă. Çамрăк каччăна районта иртекен кашни ăмăртурах курма пулать. Вăл хăйĕн хыççăн юлташĕсене те ертсе пырать. Йывăрлăхра нихăçан та çынна пĕччен пăрахса хăвармасть, пулăшу аллине хăть те хăçан та тăсса парать.
Мал ĕмĕтлĕ Димăн спортри, вĕренÿри çитĕнĕвĕсене асăнса та пĕтереймĕн. 8 класс таранччен вăл "пиллĕк" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Халĕ те унăн дневникĕнче "виççĕсем" кураймăн. Кашни çул халăхсем хушшинче пулакан «Кенгуру», «Вырăс упа çури», «Ылтăн руно» конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Германинче иртнĕ «Европа халăхĕсен культури» фестивале «Мир çурчĕ» организацин делегаци йышĕнче хутшăнни ăна çунатлантарнă, çĕнĕлĕхсем нумай уçса панă. КВН командинче те Димăна курса унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнетĕн. Шкулти мероприятисем те вăл хутшăнмасăр пĕрре те иртмеççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын хăйĕн кун-çулне спортри ăмăртусемсĕр курмастех пулĕ. Дима та çаплах. Ăмăртусем, вăйăсем, çĕнтерÿ-сем, выляса янисем... Çаксене вăл веçех курнă, чăтса ирттернĕ. Футбол, хоккей уншăн чи юратнă вăйăсем. Республикăри çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайба» турнирĕнче вĕсен команди призерсен шутне кĕнĕ. Мини-футболла выляса та вăл вылякан «Колосок» команда республика турнирĕ-нче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Паллах, çакăншăн савăннă каччă. «Чи лайăх вылякан футболист» ята та пĕрре мар тивĕçнĕ. Çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕ, баскетбол-волейбол – пурте унăн чунне çывăх.
Çамрăк армеецсен «Зарница», «Орленок» вăййисем те уншăн ют мар. Вĕсенче Дима яланах хастарлăхпа та пуçарулăхпа палăрса тăнă. «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» текен чĕнĕве тĕпе хунă. Районти вăйăсенче кăна мар, республикăра та Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕ-сем лайăх енчен кăна палăрнă. Шухăшлама пĕлнине, спортра та вăйлă пулнине, çар пурнăçĕн кун-çулне ăнкарнине туллин кăтартса пама пултарнă.
Кăçал Дмитрий Смирновшăн шкулта юлашки шăнкăрав янăрать. Умра – пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ. Пултаруллă каччă малашнехи кун-çул йĕрне тĕрĕс суйласа илесси пирки иккĕленмелли те çук. Халĕ вара вăл тăрăшсах вĕренÿ гранитне кăшлать, çывхарса килекен экзаменсене хатĕрленет.
В.ХОРЬКОВА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.