Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăйă – пурнăç шкулĕ

ŸСЕН-ТĂРАН, чĕр чун, çав шутрах этем те çут тĕнчене килсенех малалла аталанма пуçлать. Пурнăçри кашни кун – хăйне евĕрлĕ ÿсĕм. Пепке малтан чупма хăнăхать, калаçма вĕренет, ураланать...

Ача вăйăсăр ÿсмест. Вăйăра унăн ăс-тăнĕ аталанать, сывлăхĕ çирĕпленет, вăл ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме хăнăхать.

Кашни ачан юратнă вăййи пур. Тÿрех каламалла, халĕ ачасем ырă пĕлтерĕшлĕ вăйăсене нумайăшне маннă, ытларах хальхи спорт вăййисене килĕштеререх параççĕ тата компьютерпа интересленеççĕ. Ахальтен мар пулĕ ачасен ăс-тăнĕпе тыткаларăшĕнче темĕнле сулăнкăсем пурри питĕ пăшăрхантарать. Айтăр-ха аса илер хамăр вылянă вăйăсене. Май килнĕ таран çав вăйăсене паянхи-ыранхи ачасем патне çитерер.

Пĕчĕккисем валли çак вăйăсене сĕнесшĕн. Кулленхи пурнăçпа, ĕçпе çыхăннă вăйăсем: «пуканелле», «килле», «лашалла», «шкулла», «пуштă çÿретекенле», «çăкăрла», «сăрăлла», «хурчăкапа чĕпсемле»... Сывлăха çирĕплетес тĕллевлĕ вăйăсем: «патшалла», «суккăр такалла», «хур-акăшла», «уйăх е хĕвел», «эпĕ 5 ят пĕлетĕп», «сик кĕтесле», «йĕппе çипле», «кушакпа шăшилле», «çиппи, тĕвви», «тинĕс хумханать». Ăс-тăна аталантаракан вăйăсем: «сăмаварла», «ят пĕлмелле», «мĕн вĕçет;», «телефонла», «эпĕ те», «йĕкĕт, мĕкĕт, чĕпĕт».

Ĕмĕрсем хушши пурнăç, вăхăт тĕрĕсленĕ халăх вăййисем манăçа тухмасса шанас килет.

Т.КУЗЬМИНА, Анат Чаткасри «Чебурашка» ача сачĕн воспитателĕ.



06 апреля 2013
12:43
Поделиться