Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасем ватăсене пулăшаççĕ

ÇЫННА пулăшни çĕре ÿкмест, теççĕ. Ачаран çакна ăнлансан, ăша хывсан – пушшех те лайăх.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен ачасем ватăсене кил-çуртра, хуçалăхра пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 8«а» класра ăс пухакансем ман пата тăтăш килсе пулăшаççĕ, уявсенче саламлаççĕ. Вак-тĕвек ĕçсемсĕр пуçне картишрен юр кăлараççĕ, пÿртре тирпей-илем тăваççĕ. Çи- тĕннĕ çынсем пекех тăрăшса ĕçлеççĕ, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, манпа та кăмăллăн пуплеççĕ. Хам та вĕрентекен пулса ĕçленĕ май, вĕсен шкулти пурнă- çĕпе интересленетĕп, уроксене яланах хатĕрленсе каймаллине калатăп.

Ачасем яланах хăйсем тепре килнĕ çĕре нумайрах ĕç хатĕрлесе хума ыйтаççĕ. Владимир Антоновпа Сергей Руссаков, Юлия Красновапа Ангелина Егорова аллисенче ĕç вĕресе кăна тăрать.

8 «а» класра вĕрене-кенсене тата вĕсен класс ертÿçине Н.П.Петрована чĕререн тав тăватăп, вĕре- нÿре, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп.

Ф.КУЗНЕЦОВА. Шăмăршă ялĕ.



06 апреля 2013
12:41
Поделиться