Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçлĕ канашлу иртнĕ

ПĂЧĂРЛĂ Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Ачасене наукăпа техника пултарулăхĕнче хушма пĕлÿ парассине йĕркелесси» ятпа республика семинарĕ иртнĕ. Ăна шкулсенче ачасене хушма пĕлÿ паракан вĕрентекенсем валли йĕркеленĕ.

Семинара район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева уçнă. Хăйсен ĕç опычĕсемпе «ЮНИТЭКС» центрĕн пай ертÿçи С.Пудовкина, Чăваш Республикин обществăлла палатăн секретарĕ Н.Косыев, Пăчăрлă Пашьел шкулĕн директорĕ А.Петров тата ыттисем паллаштарнă.

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хаваспах мастер-классене хутшăннă. Пурте тăрăшсах хут çĕленсене, планерсене, космос карапĕсене йăла-йĕ-рке каяшĕсенчен тума вĕреннĕ.

Семинара «Малашлăха паянах тăватпăр» девизпа ирттернĕ.

Ю.САВЕЛЬЕВ, истори вĕрентекенĕ.



06 апреля 2013
12:43
Поделиться