Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрпа шыв инкек ан кÿччĕр

Хĕвел çÿлтен çÿле хăпарса пынă май, çанталăк çуркунне енне улшăнма пуçлани самаях сисĕнет. Пĕр енчен лайăх та ку, тепĕр енчен вара асăрхануллă пулма та тивет.

Хĕвеллĕ ăшă кунсенче юр, нÿрленсе, хăйĕн виçинчен темиçе хут йывăрланать. Çакă çурт тăррисемшĕн уйрăмах хăрушă – вĕсем, йывăра тÿсеймесĕр, ишĕлме пултараççĕ. Инкеке тенĕ пек, иртнĕ çулсенче çакнашкал темиçе тĕслĕх пулнăччĕ.

Йĕпе юр е çумăр çусан инкек хăрушлăхĕ палăрмаллах ÿсет. Çуртсен çивиттийĕсем çинчен, уйрăмах шăвăçпа витнисенчен, юр шуса анма пултарать. Тумла пăрĕсем те кĕтмен инкек кăларса тăратма пултараççĕ: хуласенче вĕсем çынсене вĕлерни те пĕрре çеç мар пулнă. Эппин, асăрхануллă пулмалла, пăра вăл ÿссе вăрăмланнинчен кĕтмелле мар, çийĕнчех катма тăрăшмалла.

Çуртсен, тĕрлĕ объектсен тăррисенчи юра та вăхăтра тасатмалла, ытлашши хулăнланса ан кайтăр.

Çакна та асăрхаттарас килет. Ăшă çанталăкра ача-пăчана çуртсен çывăхĕнче выляма ирĕк памалла мар – ăнсăртран шуса аннă юр е катăлса ÿкнĕ тумла пăрĕ тавăрайми пысăк çухату патне илсе пыма пултарать. Çавăн пекех, транспорт хатĕрĕсене те инкек пулма пултаракан вырăнсенче лартмалла мар.

Юр антарнă чух çуртсен тăррине пĕччен çеç хăпармалла мар: иккĕн-виççĕн пулни, пĕр-пĕрне страхлани лайăх. Чи кирли – лайăх çыхăнмалла, çурт тăррин хĕрринех пымалла мар: çурта шиферпа витнĕ пулсан, вăл катăлас хăрушлăх та пур. Çынсемпе хăрушсăрлăх техники пирки инструктаж ирттерме тăрăшмалла. Юр тасатас ĕçе эрех ĕçнĕ çынсене, çул çитмен çамрăксене явăçтармалла мар.

Çуртсен е ытти объектсен тăррисенчен юр тасатас умĕн пурте курмалла вырăнсене асăрхаттару паллисем вырнаçтармалла, ятарлă хăю карса пÿлмелле, çакăн çинчен çынсене малтанах пĕлтерсе, асăрхаттарса хумалла.

Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Юр хăвăрт ирĕлнĕ май хăш-пĕр объектсене шыв илес хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа та халех тимлĕ пулма тивет: шыв юхмалли пăрăхсене, çулсен хĕррисене, çурт-йĕрсен таврашне тасатма васкасчĕ.

Алексей ЕЛИСЕЕВ, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн тĕп специалисче



03 апреля 2013
14:34
Поделиться