Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрăсем те, кулăшсем те

АНАТ ЧАТКАС ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ смотр-конкурс программине хор "Хуткупăса тытсассăн" тата "Çĕмĕртпе палан" юрăсемпе пуçларĕ (аккомпаниаторĕ Алена Лукианова). "Чебурашка" ача сачĕн воспитанникĕсем куракансене "Асамат кĕперĕ", "Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и;" юрăсемпе савăнтарчĕç. Артем Юманов, Лидия Пименова, Роза Лукианова солистсен юррисем те илемлĕн янăрарĕç. Н.Зыковпа В.Зиновьев "Пурнăç урапи", Е.Капралова, Г.Тихоновапа Л.Хрисанова "Иртет çамрăк ĕмĕр", "Аннене суйламаççĕ", хĕрарăмсен ансамблĕ "Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче", арçынсен ансамблĕ «По дороге...» юрăсене кăмăла каймалла юрларĕç. А.Кузьмина такмаксемпе килентерчĕ.

Шкулта вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕ те пысăк пултарулăхпа палăрчĕ. Вĕсен кашни юрри-ташши хыççăн залра ларакансем кăмăллăн алă çупрĕç.

"Чебурашка" ача сачĕн ĕçченĕсем "Больницăра" тата "Парфюмери магазинĕнче" инсценировкăсем лартса пачĕç.

Ялти фольклор ушкăнĕ – юлашки çулсенче ăна Алена Лукианова ертсе пырать – концерт программине хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿчĕ. Хĕрарăмсем хальхинче сцена çине «Тăвалла туртать тăван», «Малтан – сылтăм аллуна...» юрăсемпе тухрĕç.

Концерта килнисем культурăпа кану центрĕн фойинче ал ăсталăх япалисен куравĕпе те паллашрĕç. Елена Капралован, Зинаида Корчагинан, Наталья Воробьеван тĕррисем, Лидия Лукианован çипрен çыхса тунă, Леонид Нянинăн йывăçран касса ăсталанă тĕрлĕ япаласем пурне те килĕшрĕç. Леонид Николаевичăн илемлĕ сĕтел-пуканне, кухньăра усă курмалли хатĕрĕсене, хĕрарăмсен илĕртÿллĕ тĕррисене кăçалхи Акатуйри выставкăра та курасчĕ.

Т.СЕРГУНОВА.



03 апреля 2013
12:39
Поделиться