Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ватăсемпе инвалидсене – тимлĕх

Çак кунсенче пирĕн корреспондент районти халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕпе А.Вазановпа тĕл пулса калаçнă, ăна учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

– Пирĕн тĕп тĕллев – районти пĕччен ватăсене тата инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси, вĕсен пурнăç условийĕсене кирлĕ шайра тытса тăрасси, нушаллă çынсем хăйсене ыттисемпе тан туйччăр тесе тăрăшасси, – терĕ центр директорĕ.

– Андрей Петрович, пĕччен ватăсем тата пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсем пурăнмалли вăхăтлăх уйрăмсенче миçешер çын;

– Шăмăршăри уйрăмра – 13 çын, Пăчăрлă Пашьелĕнчи уйрăмра – 9 çын, Палтиелĕнчи уйрăмра 12 çын пурăнать. Çак уйрăмсен ĕç-хĕлне опытлă ертÿçĕсем – Антонина Димитриева, Надежда Мандрюкова тата Геннадий Константинов йĕркелесе пыраççĕ. Асăннă уйрăмсене пурăнма килес текенсене хапăл туса йышăнатпăр.

– Сирĕн ĕçре, паллах, пушар хăрушсăрлăх йĕркисем те манăçа юлмаççĕ...

– Уйрăмсенче хăрушсăрлăх йĕркисем пысăк тимлĕхре тăраççĕ. Вĕсенче хальхи вăхăта тивĕçтерекен пушар хăрушсăрлăхĕн сигнализацийĕн йĕркисем çирĕп пурнăçланаççĕ. Сăмахран, Шăмăршăри уйрăмра пушар хăрушлăхĕ тухса тăрсан, кун пирки систерекен сигнал тÿрех пушар чаçне каять.

Аслати-çиçĕмрен сыхланмалли громоотводсем те пур. Уйрăмсен çурчĕсен таврашĕсенче çĕр айне чавса шыв упрамалли пысăк емкоçсем вырнаçтарнă.

– Ватăсемпе инвалидсем пурăнакан çуртсенче – ăшă та тирпейлĕ. Шывпа канализаци системисем пирки мĕн калама пулать;

– Кашни уйрăма шыв тата канализаци пăрăхĕсемпе çыхăнтарнă. Палтиелĕнчи тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи уйрăмсенчи шывпа канализаци системисене пĕлтĕр юсаса çĕнетрĕмĕр. Çуртсене çулталăкĕпех вĕри шывпа тивĕçтеретпĕр.

– Уйрăмсен çурчĕсене кирлĕ пек пăхса-юсаса тăни те сисĕнет...

– Ку енĕпе район администрацийĕ те пулăшать. Сăмахран, виçĕ çул каялла Палтиелĕнчи уйрăмăн çурчĕн кивелсе çитнĕ çивиттине çĕннипе улăштарса витрĕмĕр. Уйрăмсене çуллен сăрласа илемлететпĕр.

– Халĕ калаçăва столовăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çине куçарар пулĕ...

– Ватăсемпе инвалидсем кунне виçĕ хут апатланаççĕ. Вĕсен сĕтелĕ çинче куллен салатсем, аш-какайран, сĕт продукчĕсенчен хатĕрленĕ апатсем пулаççĕ. Поварсем блюдосен пахалăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Уйрăмсем çумĕнчи çĕр участокĕнче – вĕсенче социаллă работницăсемпе юнашар вăй çитнĕ таран ватăсем те ĕçлеççĕ – çĕрулми, тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерсе çитĕнтерни апат хăй хаклăхне чакарма май парать. Пĕлтĕр Шăмăршă уйрăмĕнчи столовăй валли çĕнĕ йышши электроплита туянтăмăр.

– Уйрăмсем çумĕнче мунчасем те пур ĕнтĕ...

– Паллах. Социаллă работницăсем ватăсемпе инвалидсене вунă кунта пĕрре мунча хутса параççĕ, вырăн таврашĕсене улăштараççĕ. Социаллă ĕçченсем тирпей-тасалăхшăн, ватăсемпе инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн нумай тăрăшнине уйрăммăн палăртса хăварас килет.

– Андрей Петрович, сирĕн центрта тата мĕнлерех уйрăмсем пур; Вĕсем пирки кĕскен те пулин каласа хăвараймăр-ши;

–Çÿлерех асăннă уйрăмсăр пуçне центрта тата икĕ уйрăм ĕçлет. Халăха килте социаллă пулăшу паракан уйрăма Светлана Павлова ертсе пырать. Ялсенчи социаллă ĕçченсем пĕччен ватăсен, инвалидсен килĕсене çитсе хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене тăваççĕ, кирлĕ пулсан лавккаран продуктсем туянса параççĕ.

Халăха васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăмăн заведующийĕ – Фаина Андронова. Çак уйрăм район çыннисене тĕрлĕ социаллă ыйтусем тăрăх сĕнÿ-канаш парать, пулăшать. Вăлах вăхăтлăх пурăнмалли уйрăма вырнаçакан ватăсемпе инвалидсем валли кирлĕ хутсем хатĕрлет, чирлисене республикăри ятарлă интернатсене ярас тĕлĕшпе тата ытти ыйтусемпе ĕçлет.

Реабилитаци ĕç-хĕлне Мария Воробьева йĕркелесе пырать. Унăн тивĕçĕ – районти инвалидсене кресло-урапапа, костыль-ал туйипе, лайăхрах илтме май паракан аппаратпа, ятарлă атă-пушмакпа тата ыттипе тивĕçтересси.

Пĕтĕмлетсе каласан, центрăн тĕрлĕ уйрăмĕсен ĕçченĕсем пĕччен ватăсемпе инвалидсем, нушаллă ытти çынсем тимлĕхсĕр ан юлччăр, вĕсем патшалăх паракан çăмăллăхсемпе, ытти тĕрлĕ енлĕ пулăшупа туллин усă курччăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ.

И.МЕДВЕДЕВ калаçнă.



03 апреля 2013
14:25
Поделиться