Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Призыв пуçланчĕ

2013 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕр-шывра, çав шутра пирĕн республикăра та, çурхи призыв компанийĕ старт илчĕ.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнче хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать: çак призывра салтак стройне тăма тивĕçлĕ икĕ районти çамрăксем, графикпа килĕшÿллĕн, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.

Республикăри çар комиссариачĕн заданийĕпе килĕшÿллĕн, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен хальхи призывра пурĕ 150 йĕкĕте çар службине яма палăртнă. Салтака кайма тивĕçлĕ çамрăксене призывпа çыхăннă мероприятисене вăхăтра килме сĕнетпĕр. Раççей Конституцийĕнче палăртнă тивĕçе кашни арçыннăн çирĕп пурнăçламалла, пĕр çулталăклăха тăвансенчен, юлташ-пĕлĕшрен уйрăлса Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне тăмалла.

Çар комиссариачĕн пайĕнче пĕрлех запасра тăракан воинсене тата хĕрсене контракт йĕркипе çар службине ярас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Сăмахран, Шăмăршă районĕнчен 2012 çулта, тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе, 12 çамрăка тĕрлĕ чаçсене службăна ăсатнă. Контрактпа салтака кайнисен йышĕнче 3 хĕр те пур. Вĕсем Мускав облаçĕнчи çыхăну подразделенийĕсенче служба тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ.

Хальхи вăхăтра запасри салтаксемпе сержантсене, старшинасене контрактпа Самар облаçĕнчи Рощинский паççулккинчи мотострелоксен 15- мĕш уйрăм бригадине (мировотворческая) тата Ульяновскри десантниксен уйрăм бригадине службăна кайма тивĕçлĕ хутсем хатĕрлетпĕр. Кăмăл тăвакан çамрăксене çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайне – Патăрьелне (Ленин проспекчĕ) килме сĕнетпĕр.

П.ВАСЮКОВ, Чăваш Республикин Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн сар комиссаре



03 апреля 2013
14:28
Поделиться