Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Парксен маршĕ – 2013»

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче черетлĕ хут «Парксен маршĕ» акци вăй илет. Вăл çулсеренех ака уйăхĕнче иртет. Мероприятие Çĕр Кунне халалланă.

«Парксен маршĕ – 2013» «Хаклă çут çанталăка – шанчăклă хÿтлĕх» девиза тĕпе хурĕ Акцин тĕп тĕллевĕсем – çĕр-шыври экологи культурин шайне ÿстересси, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен проблемисене тимлĕх уйăрасси, вĕсене татса парас тĕллевпе тимлесси, çынсенче тăван тавралăха юратас, унпа мăнаçланас туйăмсене вăратасси.

Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ те хаклă çут çанталăк лаптăкĕсем заповедниксенче, наци паркĕсенче, заказниксенче упранса юлаççĕ-ха. Çапах вĕсем те пысăк хăрушлăхра. Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе çирĕп йĕркене пăхăнманни тата заповедниксен ĕçĕ-хĕлĕн никĕсĕсене улăштарма хăтланни инкек патне çитерме пултараççĕ.

Раççейри çут çанталăк территорийĕсене сыхлама пулăшакан система пĕр ĕмĕре ярса пусрĕ ĕнтĕ. Аталанăвĕнчи синкерлĕ пулăмсемпе самантсене парăнманнипе, малаллах талпăннипе вăл тĕнчипех палăрчĕ, ят-сум çĕнсе илчĕ.

Акципе килĕшÿллĕн «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче те çавра сĕтелсемпе пресс-конференцисем, уçă алăксен кунĕсемпе экологи уявĕсем, тематика куравĕсемпе «Симĕс тĕпелсем», конкурссемпе тĕл пулусем ирттерме палăртнă. Асăннă мероприятисене ватти те, вĕтти те, асли те, çамрăкки те хастар хутшăнасса шанатпăр».

Апрелĕн 26-мĕшĕнче вара пурне те «Пурте пĕрле – пуласлăхшăн» пĕтĕмлетÿ фестивальне йыхравлатпăр.

С.ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн методисчĕ.



03 апреля 2013
14:29
Поделиться