Фестиваль хупрĕ чаршавне
Ял тăрăхĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти смотр-отчечĕсене вĕçлесе, мартăн 29-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕн анлă сцени çине Шăмăршă ял тăрăхĕн художество пултарулăхĕн ансамблĕсемпе солисчĕсем тухрĕç.
Концерт программине уçса, тĕп библиотекăра ĕçлекенсем "Упрар ÿсен-тăрана тата пĕтĕм чĕр чуна" литературăпа ташă композицийĕ кăтартрĕç. Владимир Павлов, Людмила Ермолаева, Виолетта Вернер, Кристина Ефимова, Максим Галкин солистсем уйрăмшарăн, Константин Анисимовпа Владимир Мартынов дуэтпа юрланине те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. "Ромашка" ача сачĕн, ял тăрăхĕн, "Аленушка", "Сказка" ача сачĕсен хĕрарăмсен ансамблĕсем "Ромашка", "Цветет черемуха", "Мечта", "Ромашки, ромашки – цветы" юрăсене хитрен шăрантарчĕç.
Ташăсем программăна интереслĕрех те туллирех тума май пачĕç. "Антонина" халăх ташă ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Антонина Нефедова) "Одинокое танго", чăваш ташшисемпе, ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ (ертÿçи Валентина Кузьмина) "Балалайка", "Нью-Йорк", "Рокн-Ролл" тата Инди халăхĕн ташшисемпе килентерчĕç.
Шăмăршăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Людмила Семенован тарăн шухăшлă сăввисем район хаçатĕнче тăтăшах пичетленеççĕ. Хăй çырнă "Шăмăршă вăрманĕ" сăвва вăл концертра хавхалану туйăмĕпе вуласа пачĕ.
Энтĕрьелĕнчи Ирина Федорова ертсе пыракан "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ районта пысăк ăсталăхпа палăрса тăрать (аккомпаниаторĕ Валентина Кудряшова). Вăл фестивальсенче темиçе хутчен те лауреатсен, дипломантсен йышне кĕнĕ. Хальхинче те коллектив илемлĕ юрăсен композицине парнелерĕ. Программăна вĕçлесе, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен "Улыбка" ансамблĕ – çак йышра Анна Давыдова, Кристина Егорова, Аннăпа Арина Яковлевасем юрлаççĕ – "А закаты алые" юрра чĕре хĕлĕхне хускатса шăрантарчĕç (илемлĕх ертÿçи Татьяна Яковлева).
Концерт программине Владимир Павловпа Людмила Владимирова кăмăла каймалла ертсе пычĕç.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче, эрне кун, районти культура аталанăвĕн центрĕнче Гала-концерт иртет. Унта фестивальте палăрнă чи пултаруллă коллективсемпе ансамбльсем, солистсем сцена ăсталăхне кăтартаççĕ. Юрă-ташша, сăвă-такмака килĕштерекенсене çак кун, 19 сехетре, пурне те Шăмăршăра иртекен пысăк концерта йыхравлатпăр.
А.ПЕТРОВА, районти организаципе методика центрĕн ертÿçи.