Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ача çуралать, ял çамрăкланать

Сисмерĕмĕр те, алăкран çуркунне шаккарĕ. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхнă май кăнтăртан вĕçен кайăксем те вĕçсе килеççĕ. Çут çанталăк чĕрĕлет. Аистсем те "çĕнĕ кайăксем" илсе килме пуçлĕç.

Март уйăхĕнче "Туй-туй тесе" юрласа, савăнса çичĕ хутчен туй кĕрленĕ. Çĕнĕ мăшăрсем ашшĕ-амăшĕ умĕнче килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе мĕн виличчен пĕрле пурăнатпăр тесе тупа тунă. Вĕсене телей сунса пĕлĕш-тăванĕ хыттăн "Йÿçĕ!" тесе кăшкăрнă. "Кĕмсĕр-кĕмсĕр туй кĕрлет" те, анчах çак телейлĕ куна манса каякансем, хăнасем умĕнче тупа тăвакансен çемйисем уйрăлни чуна ыраттарать. Кун пеккисем иртнĕ уйăхра пиллĕкĕн пулчĕç.

Ача çуралать – ял çамрăкланать. Çут тĕнчене килекен 17 ача ашшĕ-амăшĕшĕн телей те савăнăç. Хальхинче вĕсене Азаль, Глеб, Дарья, Лия, Василий ятсем хунă.

Шел, вилекенсем те сахал мар пулнă, вĕсем – 19-ăн.

Е.ФЕДОРОВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи.



03 апреля 2013
14:29
Поделиться