Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юлианна – фестивалĕн кĕмĕл призерĕ

ÇАК КУНСЕНЧЕ Канашри ача-пăча музыка шкулĕнче çамрăк вокалистсен республикăри VIII фестивалĕн зонăри конкурсĕ иртнĕ. Ăна Тавралăха хÿтĕлемелли çула халалланă. "Кĕвĕ тумламĕ" фестиваль-конкурсра пирĕн районтан Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн воспитанници Юлианна Михайлова та хутшăннă.

Çамрăк вокалистсен пултарулăхне сумлă жюри – ăна Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн хор ертсе пыракансене хатĕрлессипе ĕçлекен кафедра заведующийĕ Анна Савадерова профессор ертсе пынă – виçĕ номинаци тăрăх пăхса хакланă: академилле юрăсене (ансамбльсем), халăх юррисене (хорсем) тата эстрада юррисене (пĕчченшерĕн) юрласси.

Тĕрлĕ районтан килнĕ вокалистсенчен кашниех пысăк пултарулăхпа палăрма, призлă вырăна тухма тăрăшнă. Республикăри жюри членĕсем кашни номинаци кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕрремĕш класра пĕлÿ пухакан, искусство шкулĕнче фортепьяно тата пĕччен юрлассин ăсталăхне вĕренекен Юлианна Михайлова "Эстрада юррине юрласси" номинацире иккĕмĕш вырăна тухни палăрнă (вокал преподавателĕ Т.Б.Яковлева).

Пултаруллă вокалисткăна творчествăра малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.



30 марта 2013
16:02
Поделиться