Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Савăнмасăр мĕнле чăттăр чун

ТАВРАЛĂХА хÿтĕлемелли çула тата Герман Лебедев композиторăн 100 çулхи юбилейне халалланă фестиваль районта малалла пырать.

КИВĔ ЧУКАЛ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев концерт умĕн ялсен 2012 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан активистсене Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Илемлĕ пултарулăх коллективĕ концерт программине "Упрар тăван тавралăха" литература композицийĕпе уçрĕ. Хор "Тăвансемĕр, савăнар пĕрле" тата "Выйду в поле" юрăсене илемлĕн шăрантарчĕ (аккомпаниаторĕ Надежда Захарова). Хĕр ачасен вокал ансамблĕ "Раненая птица", хĕрарăмсен ансамблĕ "Тăван ял" юрăсемпе савăнтарчĕç.

Уйрăм солистсен юррисем те илемлĕн янăрарĕç. Татьяна Малеева – "Ромашка", Мария Чамеева – "Россия", Николай Иванов "Домик у дороги" юрăсене кăмăла каймалла юрларĕç.

Елена Малеева çамрăксен ташшине хитре хусканусемпе ташларĕ. Валерий Чамеев, Владимир Малеевпа Петр Чурбанов купăсçăсем чăваш кĕввине ăста каларĕç. Концерт программине "Пилеш" фольклор ансамблĕ вĕçлерĕ.

Ялти культурăна кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ ал ăсталăх япалисен куравĕпе çынсем кăсăкланса паллашрĕç.

Т.СЕРГУНОВА.



30 марта 2013
14:20
Поделиться