Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паттăр комиссара асăнса

Иртнĕ шăмат кун Кивĕ Чукал шкулĕн спорт залĕнче Граждан вăрçин Геройне Е.К.Карзанов комиссара халалласа кĕрешÿçĕсен XV турнирĕ иртнĕ.

Спортсменсем тĕрлĕ йывăрăш виçисенче ăмăртнă. Малти вырăнсене 26 кг çитичченхи виçе категорийĕнче – Павел Краснов (Асанкасси), Андрей Кушников (Патăрьел), Кирилл Анюров (Патăрьел); 30 кг çитичченхи виçере – Александр Тутаев (Пăчăрлă Пашьел), Дмитрий Денисов (Кивĕ Чукал), Петр Еремеев (Анат Чаткас); 40 кг çитичченхи виçере – Николай Шапкин (Патăрьел), Николай Нянин (Анат Чаткас); 42 кг çитичченхи виçере – Михаил Тизяков (Анат Чаткас), Денис Ермолаев (Карапай Шăмăршă), Денис Захаров (Карапай Шăмăршă); 50 кг çитичченхи виçере – Антон Малеев (Кивĕ Чукал), Артем Борзов (Пăчăрлă Пашьел), Александр Калыгин (Кивĕ Чукал); 55 кг çитичченхи виçере – Виктор Фадеев (Пăчăрлă Пашьел), Никита Архипов (Шăмăршă), Дмитрий Микушин (Кивĕ Чукал); 63 кг çитичченхи виçере – Евгений Анюров (Патăрьел), Алексей Портнов (Шăмăршă), Иван Филиппов (Шăмăршă); 63 кг йывăртарах виçере – Владимир Ильин (Кивĕ Чукал); 65 кг йывăртарах виçере – Николай Шиллер (Шăмăршă), Алексей Ильдяков (Кивĕ Чукал) йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене грамота, медаль тата сумлă парнесем парса чысланă.

Ăмăртăва илем кÿме чăваш эстрада артисчĕсем Петр Ермолаев тата Алексейпа Андрей Шадриковсем килнĕ, кĕрешекенсене ăнăçу суннă, юрăсемпе савăнтарнă.

Ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн, спонсор пулăшăвĕ панăшăн йĕркелÿçĕсем Л.Карзанов вĕрентекен патĕнче хăй вăхăтĕнче кĕрешÿ ăсталăхĕсене алла илнĕ ачасене тав тăваççĕ. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла, Лев Александрович вĕрентнĕ каччăсенчен 7-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Ырми-канми тăрăшакан вĕрентекен паян та çанă тавăрса вăй хурать, çĕнĕрен те çĕнĕ ăста кĕрешÿçĕсене хатĕрлет. Тен, малашне вĕсени хушшинче çĕр-шыв чемпионĕсене те курăпăр-ха.

М.ЯКОВЛЕВ.

 



30 марта 2013
14:23
Поделиться