Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Эпĕ хамăн çĕр-шывăн гражданинĕ»

Шкулсенчи çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри конкурс иртет. Унта отрядсенчи уйрăм вĕренекенсем те хутшăнма пултараççĕ.

"Эпĕ – хамăн çĕр-шывăн гражданинĕ" ятпа иртекен конкурса ачасене çулсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, çитĕнекен ăрăвăн патриотла туйăмне вăйлатас, çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсен ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Ку мероприятие Раççей Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен тĕп управлени тата "Добрая дорога детства" хаçат редакцийĕ ирттереççĕ.

Конкурса тăватă номинаци тăрăх йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансем кашни номинацири темăпа пĕр ĕç тăратма пултараççĕ.

"Çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем – Раççейĕн мухтава тивĕçлĕ гражданĕсем" номинацире малтан çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрядĕнче пулнă, кайран хăйĕн профессилле е обществăлла ĕçре палăрнă çын çинчен каласа парассипе е шкулти çамрăк инспекторсен отрячĕн аталанăвĕпе, историйĕпе çыхăннă тематикăллă материалсем пулмалла.

"Эпир – Раççейĕн пуласлăхĕ" номинаци тăрăх ача сачĕсенче çул-йĕр хăрушсăрлăх тематикипе ирттернĕ ФЛЕШ МОБ тăратмалла. Тепĕр темăра вара шкулта вĕренекенсем хушшинче хăрушсăрлăх йĕркисене кăтартакан социаллă реклама макечĕ (плакатсем, баннерсем, сити-формат тата ытти те) тĕп вырăн йышăнмалла.

"Отряд пырать урампа" номинацире – эмблема, çамрăк инспектор формин проекчĕсен темисем.

"Пирĕн çинчен тата пирĕн валли – музыка" номинаци тăрăх çамрăк инспекторсен отрячĕн ĕç-хĕлне, унăн историне çутатакан музыка произведенийĕ (видеоклип) ярса памалла. Тепĕр тема çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсен юхăмне çутатакан çĕнĕ Гимн çырассипе çыхăннă.

Творчество ĕçĕсене мĕнлерех йĕркепе пурнăçласси пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен çак электронлă адрес çине тухмалла: konkurs-stop@mailĕru. Ĕçсене 2013 çулхи майăн 1-мĕшĕччен "Добрая дорога детства" хаçат редакцине ярса памалла (103008, Москва, Страстной бульвар, 6, стр.2, оф.5). Конверт çине "На Всероссийский конкурс "Я – гражданин своей страны" тесе çырмалла.

Кашни темăра 1-3 вырăн йышăннисене конкурс Дипломĕсемпе тата призсемпе чыслаççĕ. Жюри йышăнăвĕпе кунсăр пуçне хавхалану тата ятарлă призсемпе Дипломсем, Гран-при пулаççĕ.

Чи лайăх ĕçсене "Добрая дорога детства" хаçатра тата РФ ШĔМĕн патшалăх автоинспекцийĕн официаллă сайтĕнче пичетлеççĕ.

Районти шкулсенче вĕренекенсем «Эпĕ – хамăн çĕр-шывăн гражданинĕ» конкурса активлă хутшăнасса, район чысне хÿтĕлессе шансах тăратпăр. Творчество ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра ачасене учительсем те, ашшĕ-амăшĕ те пулăшма пултараççĕ.

Г.ИВАНОВА, полици уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕ.

 



30 марта 2013
14:21
Поделиться