Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕплĕн хатĕрленсе

ХĂÇАН, ăçта, мĕн чухлĕ акмалли-лартмаллине çĕр ĕçченĕсем малтанах палăртса хураççĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсен ăнăçлăхĕ вара çакăнтан та нумай килет.

Районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче сухаланакан çĕрсен лаптăкĕ 19638 гектар шутланать. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11 пин гектар ытла, выльăх апачĕлĕх культурăсене 5 пин гектар ытларах, техникăллă культурăсене 300 гектара яхăн акса хăвармалла. "Иккĕмĕш çăкăр" – çĕр улми пин гектар çурăран кая мар пулмалла. Паллах, пахча çимĕçсем те манăçмĕç – вĕсене 58 гектар акса-лартса хăварма пăхнă. Кĕр тыррисен лаптăкĕ – 2770 гектар. Калчасем ăнăçлă хĕл каçса ÿкес шанăçа çухатмастпăр.

Çур аки ирттерме чи малтанах мĕн кирлĕ; Паллах, вăрлăхсем. Çитес тухăç вара вĕсен пахалăхĕнчен питĕ нумай килет. Пĕтĕмлетсе каласан, тĕш тырă вăрлăхсене иртнĕ çул çителĕклех, 2189 тонна таран хывса хăварнă. Паянхи кун тĕлне вĕсен 75,6 проценчĕ кондициллĕ шутланаççĕ. Хывăх акнипех, паллах, тырăллă пулаймăн. Ĕççи умĕн шăпах çакна тĕпе хуни вырăнлă.

Вăрлăхсем енĕпе "Мир" хупă акционерла обществăна, "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативне, "Колос" Агрофирма", "Шанс" сахал яваплă обществăсене уйрăмах лайăхпа палăртса хăвармалла. Çавах та çур акиччен вăрлăхсен 25 процентне тивĕçлĕ кондицие лартса çитермелле. Ку тĕлĕшпе "Исток" тата "Агросервис" сахал яваплă обществăсенче çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Вăрлăхсене çĕнетес тĕллевпе кăçал 55 тонна пысăк репродукциллĕ тĕрлĕ вăрлăх туянма палăртнă. Çавăн пекех хуçалăхсенче пĕр-пĕринпе улăштарма 60 тонна вăрлăх пур.

Минераллă удобренисемпе усă курмасан çĕр пулăхлăхĕ чакса пырать. Çур аки валли 840 тоннăран кая мар "çĕр çăкăрĕ" кирлĕ.

Хуçалăхсем ку енĕпе республикăри апат-çимĕç фончĕпе 410 тонна минераллă удобренисем туянма килĕшÿсем тунă, хальлĕхе вĕсене виççĕр тонна ытларах кÿрсе килнĕ.

Хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техникине, тракторсене юсас ĕçсем те пыраççĕ. Çур акине тÿрремĕнех 70 трактор тухмалла пулсан, паянхи куна вĕсенчен 61-шĕ юсавлă. Ял хуçалăх машинисем хатĕрпе пĕрех.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 марта 2013
00:00
Поделиться