Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ача-пăча кĕнекисен эрни

Иртнĕ çулхисенчи пекех, ачасен çурхи каникулĕн тапхăрĕнче Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче ача-пăча кĕнекисен эрни иртет.

Тунти кун, мартăн 25-мĕшĕнче, вулав залĕнче С. Михалков 100 çул тултарнине халалланă литература сехечĕ иртрĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем малтанах паллă поэтăн кĕнекисен куравĕпе паллашрĕç. Кун хыççăн библиотекарьсем Сергей Владимировичăн пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç, литература викторини йĕркелерĕç. С.Михалков çырнă "Старик хăйĕн ĕнине çапларах сутнă" вырăс халăх юмахĕ тăрăх библиотека ĕçченĕсем инсценировка та лартрĕç.

Ытлари кун Тавралăха хÿтĕлемелли çула халалланă "Çĕрĕн симĕс океанĕ" ятпа пĕлÿ сехечĕ пулчĕ. Вăрман пуянлăхĕ, ÿсен-тăранпа чĕр чунсен тĕнчи çинчен каласа панине питĕ тимлĕн итлерĕç ачасем. "Мĕнле тĕлĕнтермĕш ку;" тематика викторини тата "Кам мĕнле калаçать;" вăйă та килĕшрĕ вĕсене.

Ытти мероприятисем пирки каласан, юн кун "Юмах пурăнакан çурт" вăйă-çул çÿреве тухăпăр, кĕçнерни кун Альбина Юрату çырнă "Сасăпа вуламалли алфавита" сÿтсе явăпăр. Эрне кун вара ачасемпе библиотекăра ача-пăчан çĕнĕ кĕнекисене тишкерĕпĕр, шăмат кун тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырăпăр. Тĕрлĕ ребуссемпе кроссвордсем те ачасемшĕн интереслĕ пулĕç.

Кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсене пирĕн библиотекăна килме, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма йыхравлатпăр. Кĕнекесен эрни усăллă канма, тĕнче курăмне пуянлатма май парĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 марта 2013
00:00
Поделиться