Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕренекенсен спартакиади

Районти шкул ачисен XXV спартакиади хĕрсех малалла пырать. Вĕренекенсем йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусенче çапларах результатсем кăтартрĕç.

2000 çулта е каярах çуралнисенчен хĕр ачасем хушшинче 2 километрлă дистанцие чи малтан Шăмăршă шкулĕнчи Ирина Егорова чупса тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Анат Чаткас шкулĕнчи Рамиля Бахитовапа Дарья Ефимова. Çак дистанцирех арçын ачасенчен Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Денис Ермолаевран вăйлăраххи пулмарĕ, вăл – пĕрремĕш. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи Эдуард Прохоровпа Сергей Безруков – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

1998-99 çулсенче çуралнисем 3 километра хыçа хăварчĕç. Хĕрсем хушшинче Вера Удина (Шăмăршă) – пĕрремĕш, Настя Брусова (Анат Чаткас) – иккĕмĕш, Лидия Еремеева (Анат Чаткас) виççĕмĕш вырăнсенче. Евгений Карпов (Карапай Шăмăршă), Дмитрий Морозов (Анат Чаткас), Илья Хлюкин (Шăмăршă) яшсем хушшинче малти вырăнсене йышăнчĕç.

1995-97 çулсенче çуралнă хĕрсем 3 километра парăнтарчĕç. Шăмăршă шкулĕнчи Полина Егорова пурне те хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Алина Купташкинапа Елена Иванова пулчĕç. Каччăсен вара 5 километрлă дистанцире ăмăртма тиврĕ. Кунта пĕрремĕш вырăнта Алексей Сергеев (Карапай Шăмăршă), иккĕмĕш – Валерий Макаров (Шăмăршă), виççĕмĕш – Николай Мокеев (Пăчăрлă Пашьел).

Командăсен кăтартăвĕсене илсен Карапай Шăмăршă шкулĕ – пĕрремĕш, Шăмăршă шкулĕ – иккĕмĕш, Анат Чаткас шкулĕ виççĕмĕш вырăнсенче.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 марта 2013
00:00
Поделиться