Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республика фестивалĕсем

Мартăн 16-мĕшĕнче Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче районти халăх коллективĕсем çак сумлă ята çирĕплетрĕç. Пĕрлех илемлĕ пултарулăхăн республикăри фестивалĕсен финалĕ те иртрĕ.

Çак пысăк мероприятири художество номерĕсене, халăх коллективĕсен пултарулăхне республикăри халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ В.Бондарев ертсе пыракан сумлă жюри пăхса хакларĕ.

Анатри чăвашсен "Ĕмĕрсен эрешĕсем" фестивалĕнче Пуянкассинчи "Ахаяс" халăх фольклор коллективĕ (ертÿçи ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова) чăвашсен туйне кăтартнине Шупашкартан килнĕ жюри пысăк хак пачĕ. Кивĕ Чукалти "Пилеш" (ертÿçи Н.Иванов), Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" (Г.Петькова) тата Чукалти (М.Угарина) фольклор ушкăнĕсем те лайăхпа палăрчĕç.

Оркестрсен, халăх инструменчĕсен фестиваль-конкурсĕнче Пуянкассинчи Николай Андреевпа Сергей Макаров, Карапай Шăмăршăри Владимир Ивановпа Виталий Столяров купăсçăсем хăйсен ăсталăхĕпе жюри членĕсене те, куракансене те тĕлĕнтерчĕç. Кивĕ Чукалти халăх инструменчĕсен ансамблĕ чăваш халăх юррисен сыпăкĕсене каласа савăнтарчĕ. Васанти Галина Никитинапа Чукалти Нина Ильичева такмаксене ăста каларĕç.

Çемье творчествин "Пурте – туслă çемьерен!" фестивальте район чысне Васанти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Тихоновсен çемье ансамблĕ хÿтĕлерĕ. Пултаруллă ансамбль В.Адюков репертуарĕнчи "Сенкер шăнкăрав чечекĕ" юрра чĕре хĕлĕхне хускатса юрларĕ.

Чăваш халăх юррисене пуçтараканĕ тата юрлаканĕ Ираида Вдовина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă "Ай, юрлар-и!.." фестиваль-конкурсра Нина Алякинапа Нина Ларшникова (Кивĕ Шăмăршă), Людмила Савельева (Чукал) тата Галина Афанасьева (Кахăрлă Шăхаль) солисткăсем чăваш халăх юррисене чуна тивмелле шăрантарчĕç.

Ачасен хореографи коллективĕсен "Ай, ташлар-и!" фестивальне хутшăнса "Антонина" халăх ташă ушкăнĕ (ертÿçи А.Нефедова) ташăсен композицийĕпе кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕ (вăл "халăх коллективĕ" хисеплĕ ятне те çирĕплетрĕ). Ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ (ертÿçи В. Кузьмина) те пысăк ăсталăхпа ташларĕ.

Шăмăршăри халăх театрĕ (режиссерĕ В.Львова) "Юнпа вараланнă фата" (пьеса авторĕ – ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Угарин) спектакль сыпăкне, "Вĕлтĕрен кайăкĕ" (А.Чебанов), "Шупашкар мыскари", "Ял хыпарĕсем", "Телевизор" инсценировкăсем кăтартрĕ (коллектив "халăх театрĕ" хисеплĕ ята чыслăн хÿтĕлерĕ). Театр çумĕнчи ачасен "Çăлтăрчăк" студийĕ "Призывник – врач патĕнче" инсценировкăпа паллаштарчĕ.

Пысăк мероприяти ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕн хореографи композицийĕпе вĕçленчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 марта 2013
00:00
Поделиться