Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Информаци кунĕнче

Иртнĕ юн кун, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ.

Унта, тĕпрен илсен, ĕç тăвакан органсемпе вырăнсенчи хăйтытăмлăх органĕсен çурхи ака-суха ĕçĕсен вăхăтĕнчи тĕллевĕсемпе задачисене, Раççей Федерацийĕнчи пенси системине 2030 çулчченхи тапхăрччен аталантармалли стратегине тата 2013 çулхи коммуналлă тÿлевĕсен тарифĕсене сÿтсе явнă. Çак тĕллевпе информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче пулнă.

Информаци кунне хутшăнма Шупашкартан та ĕçлĕ ушкăнсем килсе çитнĕ. Пĕри – "Чувашагролизинг" уçă акционерла обществăн генеральнăй директорĕ И.Прусаков ертсе пыраканни – Патирекре пулса курнă.

Унта чи малтанах "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Кунта механизаторсене лизинг меслечĕпе паракан ял хуçалăх техникин хакĕсем интереслентернĕ. Çынсем çавăн пекех район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В. Алексеев кăçалхи çур акинче пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕпе паллаштарнине те кăсăкланса итленĕ.

Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти учительсемпе ирттернĕ тĕл пулура сăмах ытларах пенси тата коммуналлă тÿлевсем пирки пынă. Çавна май педагогсен ыйтса пĕлмелли те тупăнсах тăнă.

Çак кун Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ С.Иванова ертсе пынă ушкăн Шăмăршă ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулнă. Кунта, кун йĕркинчи тĕп ыйтусемсĕр пуçне, унитарлă муниципалитет предприятийĕсене приватизацилес ыйтăва та хускатнă. Поселени территорийĕнче çакнашкал икĕ предприяти шутланать: рынок (пасар) тата техника инвентаризаци бюровĕ (БТИ). Вĕсене кăçалхи тăваттăмĕш кварталта приватизацилеме палăртнă.

Информаци ушкăнĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлекенсен коллективĕпе тĕл пулсан вĕрентекенсемпе коммуналлă тÿлевсен ыйтăвĕсене хускатнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров тата пенси фончĕн управленийĕн начальникĕн çумĕ Т.Фадеева ертсе пынă ĕçлĕ ушкăна "Мир" акционерла хупă общество, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕсенче кĕтсе илнĕ. Вĕсенче те кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă.

Информаци кунне хутшăннă ушкăнсем çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 марта 2013
00:00
Поделиться