Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наркотиксен çулне пÿлер

НАРКОМАНИ – хăрушă чир. Наркотикпе туслă çынсен кун-çулĕ те ытла кĕске. Вĕсем пĕлсе тăрсах вилĕме суйласа илеççĕ, хăйсем хыççăн теприсене сĕтĕреççĕ.

Мартăн 18-29–мĕшĕсенче районта "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" ятпа наркотиксем сутакансене хирĕç акци пырать. Енчен те эсир "вилĕмпе" кам тата ăçта суту-илÿ тунине пĕлетĕр пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр:

02, 2-33-72, 2-33-73, 2-33-74 – Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕ; 2-32-84 – районти тĕп больницăри наркологи кабинечĕ; 2-32-42 – район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕ; 2-36-22 – çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси.

«Çутти» çула çутатмасть

ÇУЛ-йĕрсем çинче водительсен питĕ тимлĕ пулмалли, хăвăртлăхпа дистанци йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки тăтăшах калаçатпăр, хаçатра ăнлантаратпăр. Шел, хăш-пĕри çакна ăша хывмасть.

Акă кăçал январьте Виçпÿрт Шăмăршă тĕлĕнче, руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе, Патăрьел арçынни хăйĕн "Жигулийĕпе" çул айккине çаврăнса ÿкнĕ. Водителĕн мăшăрĕ больницăра выртсах сипленнĕ. Телее, февраль уйăхĕнче район территорийĕнче авари пулмарĕ. Малашне те ан пултăрах!

Административлă право йĕркисене пăснă чылай факта тупса палăртнă полици уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕсем. Кăçал январь-февраль уйăхĕнче çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем тăрăх пурĕ 318 протокол çырнă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 308). Çак шутран 18-шĕ водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, 20-шĕ – хăвăртлăх режимне пăснипе, 67-шĕ – хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 7-шĕ – штраф суммине вăхăтра тÿлесе татманнипе, 7-шĕ – çул урлă каçмалли вырăнта çуран çÿрекенсене иртсе кайма ирĕк паманнипе, 9-шĕ çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли правилăсене пăхăнманнипе çыхăннă.

Руль умне алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн ларни инкек патне илсе пыма пултарасси пирки тепĕр хут аса илтеретпĕр. Пĕр черкке эрех ĕçни те водитель реакцине чакарать, çул çинче кăткăс лару-тăру сиксе тухакан тĕрĕс йышăну тума чăрмантарать. Çул çине "çуттине" ÿпĕнтернĕ хыççăн тухнă водительсене тупса палăртас тĕлĕшпе пирĕн инспекторсем çине тăрса ĕçлеççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалхи икĕ уйăхра вĕсене 20 процент ытларах тупса регистрациленĕ.

Штраф суммине 30 кун хушшинче тÿлесе татмалли çинчен те манас марччĕ. Пĕр уйăх иртсен вара штраф сумми икĕ хут пысăкланать (кун пек чухне сумма 1000 тенкĕрен кая пулмасть). Миравай судья йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн административлă майпа арестлеме те пултараççĕ. Кăçал пĕр водитель вăхăтлăх изоляторта 2 талăк "канса" тухни штрафа вăхăтра тÿлеме васкаман ытти водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 марта 2013
00:00
Поделиться