Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кил Пăчăрлă Пашьелне, çитсе кур вăтам шкулне...

ПĂЧĂРЛĂ Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 216 ача вĕренет. Икĕ шкул автобусĕ Асанкассинчен, Кивĕ Чукалпа Чукалтан, Улмаллăран та вĕренекенсене турттарать. Вĕсене 27 вĕрентекен вĕрентет. Вĕрентекенсенчен аслă категориллĕсем – 5-ĕн, пĕрремĕшлисем – 11, иккĕмĕшлисем – 7-ĕн.

Шкулта пĕрремĕш вырăнта, паллах, вĕрентÿ тăрать. Çавăн пекех воспитани çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсене те кунта лайăх йĕркелесе пыраççĕ. Хамăр йăх-несĕл паллисене упраса хăварас, чăвашсен йăли-йĕркине тытса пырас тесе те сахал мар ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çакна коридорсенчи стендсем тата музей яр уççăн палăртаççĕ. Çитĕнекен ăру шкулта вăй хунă директорсемпе вĕрентекенсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ял-йышĕ çинчен те çакăнтах паллашма пултарать.

Уроксем хыççăн тĕрлĕ кружоксемпе секцисем ĕçлени те вĕренекенсене хавхалантарать. "Асанне арчи", "Çамрăк шахматист", "Теннис", "Музыка ассортийĕ", "Кĕрешÿ" тата ытти кружоксемпе секцисенче ачасем ăсталăха туптаççĕ, алă ĕçне хăнăхаççĕ. Акă ОБЖ вĕрентекенĕ Евгений Укин пĕлтернĕ тăрăх, вăл ертсе пыракан "Кĕрешÿ" секцине 30 ача çÿрет, вĕсем хушшинче 8 хĕр ача. Ун патĕнче кĕрешÿ мелĕсене алла илекенсем тĕрлĕ ăмăртусенче те палăраççĕ, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ. Хăй вăхăтĕнче Евгений Сергеевич кĕрешÿ ăсталăхне Лев Карзанов патĕнче туптанă. Вĕрентекен занятисем ирттерме 4х12 метр пысăкăш кавир илсе панăшăн тата спонсор пулнăшăн Сергей Судукова, Олег Кириллова, Александр Укина чĕререн тав тăвать.

Спонсор пирки сăмах пуçларăмăр пулсан, шкула Юрий Ермолаев ентешĕ 100 пин тенкĕ укçа парса пулăшнине те ырă тĕслĕх тесе йышăнмалла. Çак укçа-тенкĕпе кунта тĕллевлĕн усă курнă.

Шкулти вĕренекенсен "Хĕрлĕ парăс" организаци те тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Вăл виçĕ тĕп ушкăна пайланса тимлет: 1-4 классене "Сентти" пĕрлешÿ, 5-7 классене – вăтам, 8-11 классене аслă ушкăн пĕтĕçтерсе тăрать. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Эльвира Можаева "Хĕрлĕ парăс" ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарнă май Александр Петров, Кристина Савельева, Юрий Сандрейкин тата ытти вĕренекенсен пулăшăвĕсĕр пĕр ĕç те пурнăçланманнине каларĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хунăран çитĕнÿсем те пулсах пыраççĕ. Организаци экологи, информаци, право йĕркин сыхлавĕ, вĕрентÿ, спорт, культура секторĕсем çинче никĕсленсе ĕçлет.

Вĕрентекенсен тимуровецсен отрячĕ те ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Ырă ĕçсем тăвакансенчен 7 классем маттур пулнине пĕлтерчĕç. Вĕсем ялти ватăсене пулăшма, палăк таврашĕсене тасатма çÿреççĕ.

Шкулта çулсерен ĕçпе кану лагерĕ йĕркелени те ачасене пур енлĕн аталанма май парать.

Ытти шкулсенчи пекех, кунта та вĕрентекенсен пысăк пайĕ хĕрарăмсем, арçынсем вара пурĕ те тăваттăн кăна. 30 çулчченхи вĕрентекенсем – виççĕн.

Вĕренекенсене вĕри апат çитерессине лайăх йĕркеленĕ. Ачасем 15-20 тенкĕпех тутă пулаççĕ. Паллах, вĕсем шкула пахча çимĕç маларах килсе панă. Çавăнпа апат хакĕ йÿнĕрех. Шел, кунта та шкул çумĕнчи пахчасăр пуçне урăх çĕр çук.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 марта 2013
00:00
Поделиться