Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă ĕç ырăпа таврăнĕ

ПИРЕН республикăра çулленех, февраль-май уйăхĕсенче, "Ачалăхшăн – ачалăх ячĕпе!" ыр кăмăллăх марафонĕ иртет. Ăна нумай ачаллă тата тулли мар çемьесене, пĕчĕкрен инвалид пулса ÿсекенсене, сĕм-тăлăх ачасене, ĕçсĕр тата сахал тупăшлă çемьесене, ача-пăча учрежденийĕсене пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Тÿрех каламалла: ыр кăмăллăх кăтартакан граждансен шучĕ, пĕрлех марафонра пухăнакан укçа-тенкĕ сумми те, ÿссех пырать. Сăмахран, 2009 çулта – 36 пин, 2010 çулта – 88 пин, 2011 çулта – 92 пин, 2012 çулта вара – 203 пин те 948 тенкĕ пухăннă. Учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсемсĕр пуçне, пĕлтĕр марафона предпринимательсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем те активлă хутшăннине, ыр кăмăллăх фондне хăйсен сисĕмлĕ тÿпине хывнипе палăртмалла. Вĕсем кăçалхи марафонра та хастарлăх кăтартасса çирĕп шанатпăр.

2012 çулта пухăннă укçа-тенкĕпе районти 50 çемьене пулăшнă. Çав шутран 8-шĕ – нумай ачаллă, 2-шĕ – тулли мар, 12-шĕ – инвалид ачаллă çемьесем, 5-шĕ – сĕм-тăлăхсем, 21-шĕ – сахал тупăшлă çемьесем, 2-шĕ – ĕçсĕр юлнă граждансен ачисем. Çак çемьесем, паллах, ыр кăмăл кăтартнă, хăйсене пулăшу панă çынсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Пĕлтĕрхи марафонра 204 пин тенке яхăн укçа пухăнни, çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, пĕчĕкрен инвалид пулса ÿсекен 12 ача таранах пулăшма май пачĕ. Пурте ăнланатпăр: инвалид ачасен пурнăçĕ уйрăмах нушаллă. Вĕсен кашни кунĕ йывăрпа иртет. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкин пурнăçне май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшать. Патшалăх уйăхсерен пособи-пенси тÿлесе тăнăшăн, ытти майпа пулăшнăшăн, хăйсене манманшăн инвалид ачасен ашшĕсемпе амăшĕсем яланах тав сăмахĕсем калаççĕ. Инвалид ачасен пурнăçне хирурги операцийĕсем сисĕмлех çăмăллатма май параççĕ. Ачаран инвалид пулса ÿсекен ачасен ашшĕсемпе амăшĕсем кашни укçа-тенкĕне перекетлесе ятарлă больницăна çитме, хăйсен пепкине операци тутарма тăрăшаççĕ. Анчах та медицина тĕрĕслевĕсем ирттерме, операци тутарма питĕ нумай укçа кирлĕ. Çавна май нушаллă çемьесене кашни 100 тенкĕ пулăшу пулса тăрать. Кăçалхи марафонра пухăннă укçа-тенкĕн пĕр пайĕ каллех инвалид ачасене пулăшу пама май парĕ. Тен, районта вăл е ку сусăр ачана операци тутарма адреслă пулăшу паракансем те пулĕç;

2013 çулхи ыр кăмăллăх марафонне район çыннисем тата ытларах хутшăнасса, укçа-тенкĕн сумми пĕлтĕрхинчен нумайрах пухăнасса шансах тăратпăр. Пархатарлă ĕç районта пуçланнă та ĕнтĕ. Марафонра район администрацийĕн, районти тĕп больницăн, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн, Палтиелĕнчи вăтам шкулăн тата Анат Чаткасри тĕп шкулăн коллективĕсем уйрăмах пысăк активлăх кăтартаççĕ, фонда сисĕмлĕ суммăсем хываççĕ. Ыттисем те хастарлăха ÿстерессе, йыш пысăклансах пырасса шансах тăратпăр. Ырă ĕç, мĕнле калас, ырăпа таврăнать, теççĕ.

МАРАФОН РЕКВИЗИЧĔСЕМ:

Расчетный счет " 40703810075220160067 в Отделении " 8613 Сбербанка России

г.Чебоксары, БИК 049706609

к/с 30101810300000000609, ИНН 2128005408, КПП 213001001, Получатель ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 марта 2013
00:00
Поделиться