Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕллехи сезонпа сыв пуллашрĕç

РАЙОНТА сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ ÿссе пыни çынсем спорт ăмăртăвĕсене йышлăн хутшăннинче те лайăх палăрать. Çакна иртнĕ шăмат кун Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленнĕ май иртнĕ йĕлтĕрçĕсен эстафети тепĕр хут лайăх çирĕплетрĕ.

Вăтăр тăватă команда вăй виçме килсе çитнĕ хальхинче. Кашниех çĕнтерес ĕмĕт-шухăшлă. Тепĕр тесен, мала тухайманни те темех мар – старта тăни хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ: унсăрăн финиша кам пĕрремĕш çитессине никам та татса калаймĕ.

Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков уçрĕ, спортсменсене саламласа çăмăл йĕлтĕр йĕрĕ сунчĕ.

Эстафетăна шкул ачисем пуçларĕç. Кĕрешÿ çивĕч пуласси пĕрремĕш тапхăртах лайăх сисĕнчĕ. Шăмăршăсемпе тупăшма кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнче вĕренекенсем те кăмăл тунă. Çакнашкал туслăх çирĕпленсе пынине ырламалла кăна.

Уписем малтанхи тапхăрсенче хăйсене лайăх енчен кăтартма вăй çитерчĕç пулсан, кил хуçисем вара вĕсен "хĕлхемне" вăрах йăлкăшма памарĕç – эстафетăна Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул команди чи малтан вĕçлерĕ.

Çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ: юлашки çулсенче Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та физкультурăпа спорт çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхинче кунти йĕлтĕрçĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсен тантăшĕсем – Васансем – виççĕмĕш.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене илес пулсан, чи вăйлă спортсменсем – Карапай Шăмăршă ачисем. Шкулăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш командисем – пĕрремĕшпе виççĕмĕш. Вĕсен хушшинчи иккĕмĕш вырăн вара хальхинче Шăмăршă вăтам шкулне тивĕçрĕ.

Вăтам шкулсем хушшинчех тăххăрмĕш класа çитичченхи ÿсĕмрисене палăртрĕç. Ку ушкăнра малтанхи виçĕ вырăна Карапай Шăмăршă шкулĕн (пĕрремĕшпе виççĕмĕш), Шăмăршă шкулĕн (иккĕмĕш) командисем пайларĕç.

Эстафетăна ял тăрăхĕсем те вăйлă спортсменсене тăратнă. Пуянкассисемшĕн йĕлтĕр йĕрĕ чăнласах та çăмăл пулчĕ темелле – çĕнтерÿ шăпах вĕсенче. Карапай Шăмăршăпа Анат Чаткас ял тăрăхĕсен командисем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем хушшинче "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăй хуракансем малтанхи тапхăртах ăнăçăва хăйсен аллине илчĕç те ăна эстафетăна вĕçличченех вĕçертмерĕç. Районти тĕп больницăри медицина ĕçченĕсем – иккĕмĕш, Карапай Шăмăршăри психикăпа неврологи интерначĕн спортсменĕсем виççĕмĕш пулчĕç.

Район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсем ăмăртăва ултă команда тăратнă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти учительсем вара шăпах вĕсемпе вăй виçме кăмăл тунă. Ахальтен мар иккен: вĕсем администрацин организацилле ĕçсен пайĕн командине çеç хăйсенчен ирттерчĕç, экономика пайне виççĕмĕш вырăна хăварчĕç.

Яланхи пекех, çĕнтерÿçĕ командăсем грамотăсемпе ятарлă призсене тивĕçрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 марта 2013
00:00
Поделиться