Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эх, илемлĕ юррисем, килĕшÿллĕ ташшисем

ТАВРАЛĂХА хÿтĕлемелли çула тата Герман Лебедев композиторăн 100 çулхи юбилейне халалланă фестиваль районта малалла пырать. Ял тăрăхĕсен илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри, графикпа килĕшÿллĕн, ялти культура учрежденийĕн сцени çине тухса тăван ял-йыша юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтараççĕ.

ПУЯНКАССИ ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ смотр-конкурса тăрăшса хатĕрленни районтан килнĕ жюри членĕсене те, ял çыннисене те тÿрех сисĕнчĕ. Хор "Хăмла пахчи", "Ой, туманы мои" юрăсене мăнаçлăн шăрантарчĕ (аккомпаниаторĕ А.Андронов). Арçынсемпе хĕрарăмсен ансамблĕ тата пултаруллă солисткăсем – Еленăпа Ольга Муравьевăсем юрланă юрăсем те программăна илем кÿчĕç. О.Тимофеева, Г.Афанасьевапа Г.Андреева – триопа, А.Андроновпа Г.Алексеева дуэтпа хитрен шăрантарнă юрăсем те куракансен чĕрисене тыткăнларĕç.

Культура ĕçченĕсем çамрăксемпе ачасен творчество пултарулăхне аталантарасси çине тимлĕх уйăрни – ырă пулăм. Ача сачĕн воспитанникĕсен, шкулта вĕренекенсен, ачасен "Виçпÿрт çеçкисем" фольклор ушкăнĕн (ертÿçи Л.Семенова) юрри-ташши программăна туллирех те интереслĕрех тума май пачĕ. Çамрăксем кăтартнă кулăшла номерсене, чăваш ташшине, музыкăпа литература композицине те куракансем ăшшăн алă çупса йышăнчĕç.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова ертсе пыракан "Ахаяс" фольклор халăх ушкăнĕ "Атăл хăмăшĕ", "Йыхрав ярса чĕннĕ" юрăсемпе тата чăвашсен туйĕн сыпăкĕпе савăнтарчĕç. А.Андронов баянист, Н.Андреев купăсçă, С.Макаров параппанçă, программăна ертсе пынă Т.Федотова та сцена ăсталăхĕпе палăрчĕç.

ПАЛТИЕЛ ял тăрăхĕн художество пултарулăх коллективĕн программинче пур жанрсем те – хор, вокалпа çемье ансамблĕсем, ташăсем, пĕччен, иккĕн, виççĕн юрлакансем, фольклор – пулчĕç.

"Ивушки" ташă ушкăнĕ тĕрлĕ енлĕ ташăсене ăста кăтартса пурне те тĕлĕнтерчĕ. Хорăн "Песня о Родине", "Наш край – Россия" юррисем, фольклор ушкăнĕн "Вăйă картинче" композицийĕ, хĕрарăмсен ансамблĕн "Юх, юх, юхан шыв" юрри кашнинех питĕ килĕшрĕ.

С.Невметова солистка ял-йыша кашни концертрах тутарсен çепĕç юррисемпе килентерет. Хальхинче вăл ял-йыша "Сундугач кургаем" ("Приснился соловей") юрă парнелерĕ. Т.Долговапа Н.Стратилатова вара "Чăваш ак çапла юрлать, ташлать" юрра чун ăшшипе юрласа пачĕç. Яланхи пекех, Долговсен çемье ансамблĕн юррисем зал тăрăх илемлĕн юхса саланчĕç.

ВАСАН ял тăрăхĕн концертĕнче культура ĕçченĕсем, учительсем, медицина работникĕсем, воспитательсем, шкул ачисемпе ача сачĕн воспитанникĕсем, пенсионерсем тата илемлĕ пултарулăха килĕштерекен ытти çынсем хутшăнчĕç.

Концерт программине хор "Тăван ял урамĕсем" тата "Эпир миршĕн" юрăсемпе уçрĕ. Кун хыççăн Е.Исметова "Çĕр чăмăрĕн хурланăвĕ" сăвва чун ăшшипе вуласа пачĕ.

Жюри арçынсен, арçынсемпе хĕрарăмсен, Тихоновсен çемье ансамблĕсен юррисене те лайăхпа палăртрĕ. З.Антоновапа А.Смаева дуэтпа юрлани, Г.Никитина такмак калани те питĕ вырăнлă пулчĕ. 73 çулти Н.Ларшникова вара И.Вдовина репертуарĕнчи "Мĕн сас лайăх" юрра кăмăла каймалла юрларĕ.

Ташă ушкăнĕсем программăна туллирех те интереслĕрех тума май пачĕç. Фольклор коллективĕ концерта "Çăварни" уявĕн сыпăкĕпе вĕçлерĕ.

ЧУКАЛ ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕн концерт программине те фестиваль тематикипе тата тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Хор "Чÿречине яри те уçса ярăр" тата "Раненая птица" юрăсене (аккомпаниаторĕ З.Савельев) илемлĕн шăрантарнă хыççăн арçынсен тата хĕрарăмсен ансамблĕсем программăна малалла тăсрĕç. Л.Савельевапа Н.Безруков "Упра мăшăрна", Л.Рубцовапа Н.Ильичева "Дома не была" юрăсемпе савăнтарчĕç. Программăра "Кума" тата "Пластикăлла хирурги" сценкăсем те пулчĕç.

Ял тăрăхĕсен концерчĕсемпе пĕрлех, клуб учрежденийĕсенче ал ĕç ăсталăхĕсен япалисен куравĕсем те иртрĕç. Концерта килнисем ялти ăстасен тĕрлĕ япалисемпе кăмăллăн паллашрĕç. Вĕсене жюри членĕсем те пăхса çаврăнчĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 марта 2013
00:00
Поделиться