Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çемьесене – тÿлевсĕр çĕр

ИРТНĔ эрне кун пирĕн районта Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Д. Сержантов ĕçлĕ визитпа пулнă, вăл нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парас ĕç мĕнле пынипе паллашнă.

Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси республикăра социаллă тĕллевлĕ патшалăх политики шутланать. Ăна пурнăçлас ĕçсем пирĕн районта та начар мар пынине палăртмалла, Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса памалли саккун ăнăçлă пурнăçланать. Çынсем хăйсене уйăрса панă çĕрпе çурт-йĕр çавăрас, килти хушма хуçалăха йĕркелесе аталантарас ĕçре усă кураççĕ. Районта виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕре тÿлевсĕрех уйăрса параççĕ.

2013 çулхи мартăн 14-мĕшĕ тĕлне, сăмахран, нумай ачаллă 60 çемьене çĕр илме черете тăратнă. Хальлĕхе 46 çемьене çĕр сертификачĕ панă: çурт-йĕр çавăрма – 2, килти хушма хуçалăха йĕркелесе яма – 44. Кăçал кăна çакнашкал çемьесене тата 30 çĕр лаптăкĕ (4,99 гектар) уйăрса пама палăртнă.

Д.Сержантов Шăмăршă, Васан, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕсенче те пулнă, вĕсенче тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем илме ирĕк пуррисене регистрацилемелли тата заявленисене шута илмелли журналсемпе паллашнă, уйăрса пама палăртнă çĕр лаптăкĕсене çитсе курнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 марта 2013
00:00
Поделиться