Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăйлисем çĕнтернĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН самбо енĕпе кĕрешекенсен турнирĕнчен районти ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан вăтам ушкăнри яшсем лайăх кăтартусемпе таврăннă. Шупашкарта иртнĕ ăмăртусенче хăйсен йывăрăш виçисенче Игорь Ефимовпа Кирилл Гришняков – иккĕмĕш, Иван Филипповпа Павел Матвеев виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

х х х

АЧАСЕМПЕ çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче Мухтав орденĕн тулли кавалерне Елисей Иванович Афанасьева (Кахăрлă Шăхаль ялĕ) асăнса пуçласа самбо енĕпе кĕрешекенсен районти шкул ачисем хушшинче турнир ирттернĕ. 1996-98 тата 1999 çулсенче е каярах çуралнисен тупăшăвĕнче вăй виçме 8 ялтан пухăннă.

Хăйсен йывăрăш виçисенче çак вĕренекенсем çĕнтернĕ: Максим Матросов (Шăмăршă), Петр Еремеев (Анат Чаткас), Дмитрий Галкин (Шăмăршă), Андрей Елисеев (Карапай Шăмăршă), Денис Ермолаев (Карапай Шăмăршă), Сергей Алексеев (Пуянкасси), Михаил Попов, Алексей Петров, Иван Филиппов, Алексей Портнов, Руслан Алексеев, Кирилл Гришняков (пурте Шăмăршă), Артем Егоров (Виçпÿрт Шăмăршă).

Е.Афанасьев ячĕпе ирттернĕ турнира кашни çулах йĕркелеме палăртнă. Паттăрсене асра тытни паха.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2013
00:00
Поделиться