Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Килех, ырă çуркунне

"ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" наци паркĕ çумĕнчи ачасен "Экоцвет" пултарулăх ушкăнĕшĕн те çăварни – кĕтнĕ уяв. Çуркуннене хаваслăн кĕтсе илсе хĕле алă сулсах ăсатрĕç ачасем. Уява "Çăварни" (ачасем ăсталанă пукане) хăй ертсе пычĕ. Çуркунне çитнишĕн чунтанах хĕпĕртерĕç çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем: юрларĕç, ташларĕç, вылярĕç.

Конкурссене те хаваспах хутшăнчĕç "Экоцвет" членĕсем. Уявра вĕсем хăйсемшĕн çĕннине те сахал мар пĕлчĕç.

Çăварни – Раççейри чи ватă уяв иккен. Çакă упасем хĕл ыйхинчен вăраннипе те çыхăннă-мĕн. Уяв символĕ яланах икерчĕ пулнă, чи малтанах унпа "вăрман патшине" сăйланă теççĕ. Çынсем икерчĕсене упасен йăвисен çывăхне хурса хăварнă.

Çăварнин символлă пĕлтерĕшĕ – Хĕл кÿлепине çунтарса яни. Вăл хĕл иртсе кайса çуркунне çитнине пĕлтерет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2013
00:00
Поделиться