Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăтăлар сиенлĕ йăларан

ПИРУС-СИГАРЕТ сиенĕ пирки халĕччен хаçат-журналта сахал мар çырнă. Çав материалсене вуласан туртакансен йышĕ чакмалла пек те, анчах апла мар иккен – вĕсем нумайланса пыни курăнать. Çак шутра çул çитмен çамрăксем те пулни уйрăмах хытă пăшăрхантарать. Сăнанă тăрăх, табак туртасси ашшĕнчен ачисене, тетĕшĕсенчен шăллĕсене куçса пырать. Аслисем пирус-сигарет мăкăрлантарнине курсан, ачан та çак пакăçа хыпса пăхас килет. Вăл вара астармăш пекех: пĕрре хăй ытамне илсен, тăруках вĕçертесшĕн мар. Ахальтен мар ĕнтĕ туртакансенчен тăтăшах çапла каланине илтме пулать:

– Вĕренме çăмăл та, пăрахма питĕ йывăр!

Тĕрĕсех пăшăрханаççĕ вĕсем. Çакнашкаллисене шеллес те килет. Анчах хăйсемех айăплă: никама та вăйпа хистесе туртма вĕрентмен вĕт.

Табак тĕтĕмĕнче темиçе тĕрлĕ сиенлĕ хутăшсемпе япаласем пур. Чи хăрушшисем – табак сăмали, никотин, сĕрĕм. Вĕсем çын сывлăхне питĕ пысăк сиен кÿреççĕ. Туртакан малтанласа çакăн пирки шутласах каймасть – кайран, пыра-киле тĕрлĕ чир-чĕр çулăхса вăраха кайсан çеç хыпăнса ÿкет, хăйне хăй ятласа ÿкĕнме тытăнать.

Туртакан хĕрарăмсемпе хĕрсене те шухăшласа пăхма сĕнес килет: мĕскер патне илсе çитерĕ пирус-сигарет; Эсир туртнине пулах мар-и пепкесем вартах кирлĕ пек аталанаймаççĕ, чирлĕ çуралаççĕ.

Халĕ тем тĕрлĕ сигарет та кăлараççĕ. Вĕсен хушшинче "çемçе" (мягкие) текеннисем те пур. Çул çитмен çамрăксен шучĕпе, вĕсем сывлăхшăн хăрушă мар имĕш. Ан манăр: ку – ултавлă туйăм, илĕртÿллĕ реклама хыççăн кайни. Пирус-сигарет, хăть мĕнли пултăр, сывлăхшăн пĕр пекех сиенлĕ.

Туртакан çынсем туртманнисене те сиенлеççĕ – вĕсем мăкăрлантаракан тĕтĕме ыттисем те сывлаççĕ. Обществăлла вырăнсенче уйрăмах лайăх сисĕнет çакă. Сиенлĕ тĕтĕме сывлани туртман çын хăй те туртса янă пекех.

Туртакансем экономикăна та самаях пысăк тăкак кÿреççĕ: пирус-сигарета пула пуçланнă чирсене сиплеме кăна мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ çилпе усăсăр вĕçет!

Табак туртассине чакарас тата пĕтерес тĕлĕшпе юлашки вăхăтра çĕр-шывра тинех "пăр тапранчĕ" теме юрать. Ку ыйтупа Патшалăх Думинче те калаçаççĕ. Эппин, усси çеç пултăрччĕ.

Табак туртма пăрахтарасси - пĕр кунта татса памалли ыйту мар. Кунта нумайăшне тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Çав вăхăтрах сиенлĕ йăлана хирĕç пропагандăпа агитаци ĕçне те вăйлатмалла. Çав вăхăтрах çакна та манмалла мар: чару майĕсем кĕтнĕ пек усă памаççĕ, уссинчен ытларах сиен кÿреççĕ. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырура çапла каланă: "Лайăх йĕркеленĕ пропаганда ĕçне пула обществăра табак туртас йăлана сивлес туртăм палăра пуçларĕ, республикăри ытларах та ытларах çын сывă пурнăç йĕркине суйласа илет. Ку лайăх туртăм".

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2013
00:00
Поделиться