Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Çăлтăрчăк» – çĕнтерÿçĕ

Ачасемпе çамрăксен театр творчествине малалла аталантарас, çĕнĕ талантсене тупса палăртас тĕллевпе мартăн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕнче ача-пăча театр ушкăнĕсен республикăри фестивалĕн зонăри тапхăрĕ иртнĕ.

Ăна К.С.Станиславский режиссер çуралнăранпа 150 çул, М.Çеçпĕл ячĕллĕ çамрăксен театрĕ уçăлнăранпа 80 çул çитнине халалласа çак театр йĕркеленĕ.

Фестивалĕн зона шайĕнчи мероприятине Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенчи ача-пăча театр ушкăнĕсем хутшăннă. Шăмăршă районĕнчи В.Львова режиссер ертсе пыракан ачасен "Çăлтăрчăк" театр студийĕ унта "Иван – хресчен ывăлĕ" тата "Тилĕ-ертÿçĕ" спектакльсем кăтартнă.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, республикăри халăхăн пултарулăх çурчĕн театр искусстви енĕпе ĕçлекен методисчĕ В.Григорьев ертсе пыракан сумлă жюри "Çăлтăрчăк" студие çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă. Жюри çавăн пекех Валентина Амросьевнăн режиссер ăсталăхĕ пысăк пулнине, спектакльсене музыка енĕпе ăнăçлă илемлетнине, пьесăсем паянхи куна тивĕçтернине, актерсем хăйсен ролĕсене ĕненмелле те витĕмлĕн вылянине палăртнă. Калистрат (выляканĕ С.Еремеев), Трифон (П.Савельев), Арçури (Ф.Семенов), Иван (В.Алексеев), Упа (Д.Воробьев) сăнарĕсем уйрăмах ăнăçлă пулса тухнине те асăннă.

"Çăлтăрчăк" студи актерĕсем "АВАНсцена" ятпа иртекен çак фестивалĕн финалĕнче те – вăл Шупашкарти çамрăксен театрĕн сцени çинче иртет – хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2013
00:00
Поделиться