Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă кай, хĕлле, киле-килех, çуркунне!

МАРТĂН 8-мĕшĕнче районти халăх хĕле ăсатрĕ. Çак кун Шăмăршă кĕрлесе кăна тăчĕ: вăйă-ăмăрту, юрă-кĕвĕ каçченех тăсăлчĕç. Суту-илÿ те ăнăçлă ĕçлерĕ: шашлăк, икерчĕ çиме кăмăл тунисене туллин тивĕçтерчĕ.

Уява пухăннисем концерт курчĕç, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Çавăн пекех шăнкăр-шăнкăр! шăнкăравсем çакнă лашасемпе катаччи чупрĕç. Паллах, ăмăртусенче палăрнисене парнесем парса чысларĕç.

Вырсарни кун вара çăварни эрни пуçланчĕ. Çак уява та районта пурăнакансем чун-чĕререн юратса уявлаççĕ. Ялсенче лашасемпе катаччи чупасси, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿресси эрнипех тăсăлать. Çитес вырсарни кун вара каçару кунĕ. Çак кун çынсем пĕр-пĕрне пуç таяççĕ, чуп туса каçару ыйтаççĕ.

х х х

ÇАК КУН Анат Чаткасри культурăпа кану центрĕ умне ял çыннисем Хĕле ăсатма йышлăн пухăнчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова хĕрарăмсене çурхи пĕрремĕш уяв – Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламланă хыççăн ялти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ вырăс тата чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.

Тĕрлĕ урамсенче пурăнакансем командăсене пайланса пĕр-пĕринпе тĕрлĕ вăйă-конкурсра ăмăртни уява хăйне евĕр тĕс кÿчĕ. Командăсем вĕрен туртассипе, урасене çыхса тата миххе чиксе малалла сикессипе, тулли михĕсене пĕр вырăнтан теприне куçарассипе тата ытти енĕпе вăй виçрĕç. Чи çаврăнăçуллисем призсем илчĕç.

Хăюсемпе, хăмпăсемпе илемлетнĕ, хуплă çунасем кÿлнĕ лашасем урамсем тăрăх вирхĕнни те асра юлакан пулăм. Çунасем çине ватти те, вĕтти те ларчĕ. Хăш-пĕрисем Çăварни юррисене те юрларĕç.

Уява килнисем тутлă шашлăк, вĕри икерчĕ тутанчĕç, техĕмлĕ чейпе сăйланчĕç.

Уява вĕçлесе, шартлама сивĕсем иртсе кайнине, ăшă çуркунне çывхарнине палăртса юлашкинчен Хĕл карчăкне çунтарса ячĕç.

Сывлăха çамрăкран упрамалла

"ÇАМРĂКСЕМ сывă пурнăç йĕркишĕн" районти акцие хутшăнса Асанкасси тăрăхĕн библиотекинче тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Нумаях пулмасть кунта çул çитмен çамрăксем валли "Туртни сывлăхшăн сиенлĕ" темăпа мультимеди куравĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех "Алкоголизм. Çул çитмен çамрăк. Наркомани" калаçу та кăсăклă иртнĕ. Л.Симурзина медицина сестри сиенлĕ йăласем çамрăк организма мĕнлерех витĕм кÿни пирки каласа кăтартнă, тĕслĕхсемпе паллаштарнă.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма кĕнеке те нумай пулăшать, пурнăçра унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Çакна шута илсе Л.Орлова библиотекарь библиотекăра "Сывă пурнăç йĕрки" кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 марта 2013
00:00
Поделиться