Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул çинче кун иртни сисĕнмест

1980 çулта Васанти вăтам шкулта аттестатпа пĕрлех тракторист удостоверенине те илни Ярăславри Виталий Иванова чунтанах савăнтарнă. Ара, призыв çулне çывхарса пыраканскер, салтакра танкист пулма ĕмĕтленнĕ-çке-ха вăл.

Шутланă пекех, 1981 çулхи çуркунне Венгрире салтак службине пуçласан Виталий Иванова танксен механик-водительне вĕренме янă. Ултă уйăхран танксен чаçĕнче механик-водитель должноçне çирĕплетнĕ ăна. Çар вĕренĕвĕсенче палăрнă май юлташĕсемпе пĕрле темиçе хутчен те полк командованийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ Ярăслав йĕкĕчĕ.

Икĕ çултан салтак гимнастеркине хывсан трактористра ĕçлеме шутламан каччă. Ăна пысăкрах хăвăртлăхлă техника илĕртнĕ. Водитель пулас ĕмĕтпе Витя Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинри профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Çулталăкран, 1985 çулта, тăван района водитель удостоверенийĕпе таврăннă.

– Хамăр районти çар комиссариатĕнче вăй хуракан Владимир Денисов прапорщик çак учрежденире водитель вакансийĕ пулни пирки пĕлтерчĕ, – аса илет Виталий Федорович. – Мана водителе илме сĕнсе вăлах çар комиссарĕпе те калаçнă. Мĕнле калас, Владимир Васильевич тивлечĕпе эпĕ водитель биографине пуçларăм.

Хăйне шанса панă УАЗ-469 автомашинăна çамрăк водитель яланах юсавлă та тирпейлĕ тытнă. Рейсран таврăнсанах вăл ăна ыранхи кун валли хатĕрленĕ. Салтак пек çирĕп дисциплинăллă шофера çар комиссарĕ Степанов питĕ хисепленĕ. Ахальтен мар Виталий Иванова призыв компанийĕсем вăхăтĕнче Канашри призыв пунктĕнче ĕçлеме те командировкăсене янă.

Сакăр çултан Виталий Федорович Россельхозбанкăн Шăмăршăри уйрăмне ĕçлеме куçнă. Унти коллективра та вăл кĕске хушăрах ят-сумлă водитель пулса тăнă. Банк ĕçĕпе Светлана Воронцова ертÿçĕпе пĕрле республикăри тата ун тулашĕнчи мĕнле кăна хулана çитмен-ши; УАЗ-469 автомашина çул çинче нихăçан та çĕмĕрĕлсе тарăхтарман.

2011 çултан пуçласа паянхи кунчченех Виталий Иванов районти прокуратурăра ĕçлет. Малтанхи çулсенче, следстви комитечĕн уйрăм служби йĕркелениччен, районта хăрушă преступленисем пулнă вырăнсене прокурорпа е унăн çумĕпе пĕрле рейса мĕн чухлĕ тухман-ши; Хĕлле куç курми çил-тăман çавăрттарнă-и, кĕрхи-çурхи тапхăрта витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатнă-и – "Нива" автомашина çула тухнă. "Вĕри йĕр" тăрăх кайса, кĕске вăхăтрах вырăна çитсе мĕн чухлĕ преступление уçса паман-ши прокуратура ĕçченĕсем. Кунта, паллах, водителĕн тÿпи те пулнă.

Прокуратура работникĕсене служба ĕçĕпе час-часах Шупашкара, Канаша, тĕрлĕ районсене тата хамăр тăрăхри ялсене çитме тивет. Çирĕп дисциплинăллă тата пысăк опытлă водитель ĕçĕпе прокуратура ĕçченĕсем питĕ кăмăллă. Нумаях пулмасть Виталий Федорович вĕр-çĕнĕ "Нива-Шевроле" автомашина йышăннă. Ку вара ăна та, прокуратура сотрудникĕсене те савăнтарать.

Пархатарлă ĕçшĕн Виталий Иванова нумай хутчен Грамотăсемпе наградăланă, парнесемпе хавхалантарнă.

Мăшăрĕпе, Канашри "Коопторгăн" Шăмăршăри лавккинче нумай çул сутуçăра тăрăшакан Альбина Владимировнăпа, пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ. Марина, ял хуçалăх академине пĕтернĕскер, куçăмсăр майпа юридици институчĕн юлашки курсĕнче вĕренекенскер, ЧР Шалти ĕçсен министерствинче офицер должноçĕнче, инспекторта ĕçлет.

Мартăн 11-мĕшĕнче Виталий Федорович 50 çул тултарчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна савнă мăшăрĕ, хĕрĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, юлташĕсем ăшшăн саламларĕç, водительте малашне те ăнăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 марта 2013
00:00
Поделиться