Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тухĕç хаваспах хире

– ХАЛĔЧЧЕН пĕр çул та çĕре акмасăр хăварман, – терĕ тÿрех "Шанс" сахал яваплă общество ертÿçи В.Еремеев, çывхарса пыракан çур акине мĕнлерех хатĕрленни пирки сăмах пуçарсан.

Кĕрĕк арки йăваланипех ĕç тума çуккине лайăх ăнланаççĕ хуçалăхра. Вăрлăхсенех илер-ха, акă. Ертÿçĕ каланă тăрăх, вĕсене кĕркуннех кирлинчен ытларах хатĕрлесе хăварнă. Элита вăрлăх та пур. "Эскада 70" сортлă тулă, сăмахран, 100 гектар ытла акмалăхах çитмелле. "Московская 35" тулă – иккĕмĕш репродукцилли. "Гунтер" сортлă сĕлĕ вăрлăхĕ вара ытлашшипех – сутмалăх та пур.

Кăçал "Шансра" çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 500 гектар акма палăртнă. Çĕрсене кĕркунне сухаласа хăварнăран, çурхи ака-суха ĕçĕсенче чăрмавсемех пулмалла мар. Ертÿçĕ 250 гектар çинчи кĕр калчисем те ăнăçлă хĕл каçасса шанать. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 173 гектарпа танлашать. Вăрлăхсем хаклă пулнине шута илсе, 10 гектарне вăрлăхлăх хăварасшăн. Вырăнтах туса илнĕ вăрлăх шанчăклăрах та.

Хăй çине ÿрĕк-сÿрĕк пăхнине çĕр те юратмасть, унăн пулăхлăхĕ чакса пырать. Выçă çĕр – выçă выльăх пекех, кирлĕ чухлĕ продукци илеймĕн. Минераллă удобренисем кирлĕ, эппин. Хальлĕхе хуçалăхра вĕсене 51 тонна туянма майсем тупнă: 31 тонна аммиак селитри, 20 тонни – нитроаммофоска. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмалла мар. Çур акине вăхăтлă ирттерме кадрсем çитмелле.

Тракторсене илес пулсан, вĕсем юсавлă темелле. Андрей Кирпичниковăн Т-150, Юрий Кузьминăн, Василий Стрижовăн МТЗ "хурçă" учĕсем ĕççи каçалăкне пуçлама хатĕр. Гусеницăллă ДТ-75 трактор пирки те çакнах каламалла. Уй-хирте тăри юрри илтĕнме тытăнсан çак йыша Александр Хрисановăн Т-150, Михаил Еремеевăн "Беларуçĕ" хутшăнĕç.

Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем енĕпе те чăрмавсем çук темелле. Чăнах та, хăшне-пĕрне юсакаламалли пур ĕнтĕ. Анчах çакă механизаторсемпе юсавçăсемшĕн темех мар



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 марта 2013
00:00
Поделиться