Республика конкурсĕнчен Дипломпа
МАРТĂН 5-мĕшĕнче Канашри ача-пăча музыка училищинче "Хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ" республика конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Çак мероприятие Раççейре Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне – Мартăн 8-мĕшне – уявлама пуçланăранпа 100 çул çитнине халалланă. Конкурса Чăваш енри районсемпе хуласен, çав шутра Шăмăршă районĕн хĕрарăмсен канашĕ те, хутшăннă.
Уявра хĕрарăмсен юхăмĕн активисчĕсене чысланă, концерт кăтартнă. Конкурс çĕнтерÿçисене "Çемье йăли-йĕркине, кăмăл-сипет пуянлăхне упранăшăн тата çирĕплетнĕшĕн", "Тăван тавралăха упранăшăн тата юратнăшăн", "Хĕрарăмсем тата çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркисене çирĕплетес тĕлĕшпе активлă ĕçленĕшĕн", "Хĕрарăмсен канашĕн ĕç-хĕлне ăнăçлă çутатса тăнăшăн", "Хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ пулас тесе çĕнтерÿ çирĕплĕхне кăтартнăшăн" номинацисем тăрăх наградăланă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Шăмăршă районĕн хĕрарăмсен канашне "Тăван тавралăха упранăшăн тата юратнăшăн" номинацире палăртса Дипломпа чысланă.
Районти хĕрарăмсен канашĕ нумай мероприятисене хутшăнса хастарлăхпа палăрать. Унăн членĕсене тĕрлĕ конкурс-ăмăртура курма пулать.