Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хисеп те чыс сана хĕрарăм

Канашри "Коопторг" ОООн Шăмăршăри "Красный Бор" кафене кĕрсе курман, унта апатланман çын сахал пулĕ пирĕн районта. Ял çыннисем район центрне тĕрлĕ ĕçпе килсессĕн те кунта кĕрсе апатланса каяççĕ. Организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем те кăнтăрлахи апата çак ăшă та хăтлă кафене çÿреççĕ. Апачĕ те тутлă, ĕçченĕсем те тарават. Поварсем менюна пуянлатсах пыраççĕ.

Хĕрарăмсен уявĕ çывхарса килнĕрен, манăн вулакансене ытларах çак илемлĕ те сăпайлă çынсемпе паллаштарас килчĕ. Марина Вадимовна Родионова, производствă ертÿçи, Шупашкарти кооператив техникумне пĕтернĕ хыççăн, куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университечĕнчен аслă пĕлÿ илсе 23 çул каялла ĕçлеме килнĕ.

– Марина Вадимовна тĕрĕс те пултаруллă йĕркелесе пынипе, çулталăк пуçламăшĕнче палăртнă плана яланах тултарса пыма тăрăшать пирĕн коллектив, – пытармасть кунта 35 çул ырми-канми вăй хуракан аслă повар Елена Петровна Лукьянова.

Апатланма килекен кашни çынна йăл-йăл кулса кĕтсе илекен Татьяна Геннадьевна Чугунова буфетчицăн та ĕç стажĕ сахал мар, часах 24 çул пулать.

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени вĕсене ĕçре ÿсĕмсем тума май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ района килекен хаклă хăнасем те ку кафере апатланаççĕ. 2004 çулта пирĕн района курма килнĕ Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина тата ытти яваплă ертÿçĕсене çак кафере тутлă апат-çимĕçпе сăйлани те вĕсемшĕн пысăк чыс.

Сире çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр, çурхи ăшă хĕвел пайăркисем чун-чĕресене яланах ăшăтса тăччăр. Сирĕн сĕтел çинчен малашне те тутлă та вĕри апат ан татăлтăр!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 марта 2013
00:00
Поделиться
;