Хĕрарăм-ертÿçĕсене чысларĕç
Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалласа район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем районти хĕрарăм-ертÿçĕсем валли уяв кунĕ йĕркеленĕ.
Мероприятие район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Ирина Смирнова, Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ Татьяна Долгова, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи "Иванова Т.Г" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Татьяна Иванова, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан центрăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн ертÿçи Надежда Мандрюкова, федераллă службăн патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи управленийĕн Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Тихонова хутшăнчĕç. Пултаруллă та пуçаруллă ертÿçĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе Елена Федорова паллаштарчĕ. Ытарайми хĕрарăмсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай пуçлăхĕ Лариса Портнова, килнĕ хăнасем, ертÿçĕсен мăшăрĕсемпе ачисем сăмах каларĕç. Культура ĕçченĕсем уява юрăсем шăрантарса илем кĕртрĕç. Паллах, сумлă хăнасене чечек çыххисем, парнесем парса чысларĕç.
Хĕрарăм – çемье ăшши, пурнăç тыткăчи. Чи малтанах вара вăл анне. Хĕрарăмсен уявĕ кунĕнче аннĕрсем патне çитме ан манăр. Вĕсене ăшă сăмах каласа чунĕсене уçма тăрăшăр. Йывăр чухне кăна мар, савăнăç чухне те тĕнчери чи çывăх çын – анне – патне инçе çула çывăхлатса васкăр.
Уяв ячĕпе сире, аннесем, кукамайсемпе асаннесем, аппасемпе йăмăксем!